Мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен урокĕсене ирттерекен Эдуард Васильевич Романов хăйĕн вĕренекенĕсене тĕрлĕ конкурса ялан тĕплĕн хатĕрлет.
Тĕрлĕ конкурса çеç мар, кашни урока та! Республика шайĕн-че иртекен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт ăмăр-тăвĕсенче темиçе хутчен пĕрремĕш вырăна тухса шкул ятне çÿлте тытнă. Пĕррехинче Хура тинĕс хĕррине кайма путевка çĕнсе илни те хăйне евĕр парне пулса тăнă вĕсемшĕн.
Шкулта кадет юхăмне пуçарса ярасси канăç паман хастар педагога. Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрсен яланхиллех ачасемпе пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеме тытăннă. Кăçалхи ака уйăхĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслес шутпа Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци ертÿçисем ирттернĕ республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă «Авангард». Ачасем пур конкурсра та хастар пулнăран тĕлĕннĕ офицерсем. Етĕрне тăрăхĕнчен çĕнтерÿпе таврăнсан вĕсене шкулта пурте саламланă.
Саккăрмĕш кадет класĕнче вĕренекенсем ку хутĕнче Мускавран çитĕнÿпе таврăнчĕç. Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче сывлăха çирĕплетекен «Атлант» спорт комплексра иртнĕ «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» хула ăмăртăвĕн-че пĕрремĕш вырăна тухрĕç Хĕрлĕ Чутайсем.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Шупашкар - Мускав - Шупашкар.