Комментари хушас

10 Утă, 2019

Хресчен сасси 25 (2764) № 10.07.2019

* Светлана Хозяинова Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкула «5» паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Хусанти федераци университетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула та хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, унтах магистратурăра пĕлÿ илнĕ. Кăçал вара унтан вĕренсе тухрĕ. Пултаруллă чăваш хĕрĕ диплома «5» паллăпа хÿтĕлерĕ.

Хусанти çак аслă шкул чылай çул АПШри Филадельфи хулинчи онкологи центрĕпе туслă çыхăну тытать. Çавна май чи пултаруллă вĕренекенсене унта ĕçлеме яраççĕ. Вĕсен курсĕнчен икĕ çамрăка суйласа илнĕ. Пĕри вара — Светлана.
— Акăлчан чĕлхине мĕн вăхăт вĕрентĕн?
— Акăлчан чĕлхипе университетра пĕлÿ илнĕ вăхăтра кăсăкланма тытăнтăм. Хам тĕллĕн чылай вĕрентĕм: пĕрмаях кĕнеке вулаттăм, фильмсем кураттăм. Анчах çынпа хутшăнма çакă çителĕксĕр пулнине туйрăм ют тăрăхра. Икĕ уйăхран çеç йĕркеллĕ калаçма пуçларăм. Паллах, малтанах питĕ йывăр пулчĕ.
— Светлана, Америкăна кайма чи пултаруллисене суйласа илни паллă. Ытларах пĕлĕве мĕне кура пахаларĕç?
— Акăлчанла калаçма, тĕрĕс çырма пĕлекенсене суйларĕç. Унтан ĕнентерÿллĕ çыру /мотивационное письмо/ çыртарчĕç, резюме хатĕрлерĕмĕр. Кайран вара Америкăри ăслăлăх ертÿçисемпе канашларăмăр.
— Мĕн ĕçлетĕр-ха эсир унта?
— Онкологи центрĕпе юнашарах лабораторисем пур. Унта шăшисемпе усă курса шыçă чирне тĕпчетпĕр: сă-махран, пĕвер, ÿпке тата ытти орган ракне. Çавăнтах онкологи больници вырнаçнă. Чирлисен анализĕсене тишкеретпĕр.
— Унта халăх еплерех пурăнать? Вырăнти çамрăксемпе туслашрăн-и?
— Америка çыннисем хаваслă, тараватлă. Палламан çынсем: «Ырă кун пултăр, салам»,— тесе иртеççĕ. Аслисем çеç мар, çамрăксем те ăш пиллĕ. Эпĕ вырăнти яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа паллашма ĕлкĕртĕм. Пĕрисен ашшĕ-амăшĕ патне хăнана та кайрăм. Ун чухне вĕсен уявччĕ — тав тумалли кун. Çавна май тăван-пĕтенне тав тăваççĕ вĕсем, парнесем параççĕ. Уяв апачĕ вара — духовкăра пĕçернĕ кăркка.
Пурнăçа саплаштарма халăх кредит илет ытларах. Паллах, вĕсен, пирĕннипе танлаштарсан, кредитăн процент ставки чылай пĕчĕк. Шалу та аван. Анчах тÿлемелли «шăтăксем» пурнăçра тупăнсах пыраççĕ. Çапах вĕсем ун пирки пăшăрханмаççĕ
(Чĕлхе Америкăна çитернĕ. Валентина ПЕТРОВА)

* — Хуçалăхра çамрăксем сахал. Выльăх пăхакансем, дояркăсем, слесарьсем уйрăмах кирлĕ. Пуррисем ватăлса пыраççĕ. Вĕсене кампа улăштармалла? Çак сăлтавпах фермăри ĕçе икĕ сменăпа йĕркелейместпĕр. Ăратлă выльăха пур çынна та шанаймăн. Çамрăксене хамăрах ялтан сивĕтрĕмĕр темелле: ачаран хулари таса, çăмăл пурнăçа суйлама хистерĕмĕр. Халĕ акă урамсем пушанаççĕ. Хулара тымар янисем тăван тăрăха килесшĕн мар. Каччăсем юлкалаççĕ-ха, анчах хĕрсем çукран çемье çавăраймаççĕ, — пăшăрханса пĕлтерчĕ хуçалăхăн ферма заведующийĕ Александр Орлов. — Ман шутпа, бюджет шучĕпе ятарлă вăтам е аслă шкултан вĕренсе тухакансене ялсене ĕçлеме ямалла.
— Лару-тăрăва улăштарма агроклассем уçма тытăнчĕç. Унăн тĕллевĕ — агропромышленноç комплексне çамрăк специалистсене явăçтарасси. Пирĕн тăрăхри шкулта та пур вăл. Анчах унта вĕренекенсем 200 метрта вырнаçнă хуçалăха çитме, ĕç-хĕлпе паллашма вăхăт тупаймаççĕ. «Новый путь» — районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Унăн кун-çулĕ агрокласра вĕренекенсене кăсăклантармалла пек… ЯХПК специалисчĕсем вĕренекенсемпе курнăçма, ферма, машинăпа трактор паркĕн ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштарма хирĕç мар, анчах пире шкула йыхравлакан çук. Вараланасран шикленеççĕ е агрокласăн тĕллевĕ улшăннă-ши? — калаçăва хутшăнчĕ Светлана Ильина экономист. — Вĕренекенсене ачаран ял хуçалăх ĕçне явăçтармалла. Унсăрăн çамрăксене яла тавăраймăн.
Аслă ĕçтешĕсен çивĕч калаçăвне Регина Михайлова тимлесе итлерĕ. «Яш-кĕрĕм ура çинче çирĕп тăракан хуçалăха та килмесен ытти çĕрте лару- тăру мĕнлерех-ши?» — канăç памарĕ пулас ăна. Ульяновск облаçĕнчи пĕр поселокра çуралса ÿснĕскере пач пĕлмен вырăнта ĕçлеме тивни те хăратман
(«Ялта пурăнма, ĕçлеме килĕшет»)

* Темĕнле ыйтупа та кĕрсе тухаççĕ хаçат редакцине. Акă харăсах икĕ арçын пĕр ĕмĕтпех килни шухăша ячĕ. Ялта чĕвĕл-чĕвĕл калаçса пурăнакан мăшăр тупма çуккишĕн канăçне çухат-нă вĕсем.
— Арăм тупма пулăшăр-ха, пĕр ещĕк эрех лартатăп, — тет пĕри калаçу пуçарнă май.
— Ара, санран халĕ те сăмакун шăрши перет вĕт. Кама кирлĕ ĕçкĕç? — тетĕп ăна тÿррĕн.
— Арăм, контроль çукран, чуна нимĕнпе пусарайманран лĕрккетĕп аншарлие. Авлансан çав кунах ĕçме чарăнатăп, — тет вăл
(Мăшăр тупма çăмăл–и?)

* Эпир, çул çитмен ачасем, ирех тăрса ыраш ани еннелле утаттăмăр. Ара, ирхине ĕç ăнăçлăрах пырать-çке. Алла çурла тытса хăвăртрах вырма пуçăнаттăмăр. Кĕлте хыççăн кĕлте çыхса хураттă-мăр, хамăр хыçра тĕмсем ларса юлатчĕç.
Кăнтăрла тĕлне çанталăк шăрăхланатчĕ, ниçта та сулхăн вырăн тупма çукчĕ. Юрать-ха, тĕм сулхăнĕ пурччĕ. Унта пуçа чиксе хĕвелтен пытанма, ларса апатланма, выртса канма пулатчĕ.
Тавралăх шăпчĕ, пĕр сас-чÿ те илтĕнместчĕ. Хушăран путене авăтни хăлхана кĕретчĕ. Уйĕ-уйĕпе тинĕс евĕр тырă хумханса ларатчĕ. Ăна веçех çурлапа вырса пуçтараттăмăр. Пĕр пучах та хăварман.
Пÿрнене кастарни те пулнă. Анчах вырма чарăнман, майлаштарса çыхнă та малалла ĕçленĕ
(Пĕр пучах та хăварман)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.