Комментари хушас

12 Раштав, 2013

Кукаçи, сан пек хастар пуласчĕ ман!

Тăван ен культури уро- кĕнче эпир чăваш кил-çурчĕ çинчен вĕрентĕмĕр. Халăхăмăр мĕн авалтанах хăй пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытма тăрăшнă. Çурт таврашне тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ.

Вĕрентекен пире ялти чи илемлĕ çуртăн сăн ÿкерчĕк-не илсе килме ĕç хушрĕ. Çакăн хыççăн тÿрех кукаçи патне васкарăмăр. Софья, Настя тусăмсене тата мана кукаçи питĕ ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ. Вăл пире хаваспах хăй эрешлесе илемлетнĕ хуралтăсемпе паллаштарчĕ, сăн ÿкерчĕксем тума ирĕк пачĕ.

Манăн кукаçи - Геннадий Ильич Семенов. Ăна ял-йыш та хисеплет, Геннадий пичче тесе чĕнет. Вăл Энтриялĕнче пурăнать. Çитмĕл тăватă çула çывхарать пулин те халиччен чирлесе курман. Çамрăк чухнех спортпа туслă пулнă, хĕлле вак касса шыва та пĕрре çеç мар кĕнĕ. Кукаçи шкулта та лайăх вĕреннĕ, купăс калама ăста, халĕ те илемлĕ ÿкерет.

Çамрăк чухне Кемĕр облаçĕнчи Киселевск хулинче шахтăра тăрăшнă. Тимĕрçĕ ĕçĕнче те, платникре те тăрăшма пултарать. Паян та вăл юнашар Çĕнĕ Пинер ялне куллен ĕçе васкать. Ун пек ăста тимĕрçĕ таврара çукран ăна çак тивĕçе шанса панă та ĕнтĕ. Хĕлле уй-хир урлă йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа васкать вăл хăйĕн ĕç вырăнне. Килĕнче те ахаль лармасть: савалать, чутлать, каскалать. Кил таврашне тирпейлĕ тытать кукаçи. Кукамайпа, Зоя Николаевнăпа, хуçалăхра выльăх- чĕрлĕх те усраççĕ.

Хăй ĕçе юратнăран кукаçи тăрăшуллă çынсене кăмăллать. Çынсене те яланах пулăшма хатĕр.

Алина ТАРАСОВА.

Канаш районĕ,

Энтрияль шкулĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: кукаçи тата унăн эрешĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.