Комментари хушас

25 Çĕртме, 2019

«Хыпар» 69 (27502) № 25.06.2019

* «Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансен савăнăçĕ мĕн тери пысăк пулнине çырса кăтартма сăмах та çитмĕ. Халĕ вĕсем хула варрине троллейбуспа та çитме пултараççĕ-çке! Троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа саламланă май Михаил Игнатьев микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсене пурне те пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ. Унта халь ача сачĕ пур, шкул тăваççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартаççĕ, çавна май микрорайонта пурăнакансен йышĕ 10 пин çынна çитмелле. «Троллейбус линине хута яни сирĕн пурнăçа татах лайăхлатĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

«Çĕнĕ хулана» троллейбус çÿретес тесе пысăк ĕç, пĕтĕмпе 3 тапхăрпа, пурнăçланă. 4 йĕрлĕ çул тунă. Тротуарсемпе велоçулсене хăтлăх кĕртнĕ. Троллейбусăн контакт сетьне тунă. Общество транспорчĕ пĕтĕм микрорайона çаврăнĕ. Çĕнĕ линин пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 15 километр. «Çĕнĕ хулана» троллейбус çÿреме тытăнни унта пурăнакансене Шупашкара темиçе транспорта куçса лармасăрах çитме май парĕ (Ача сачĕ тата троллейбус линийĕ – пысăк парне. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА)

* Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр 540 гектар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ăна сухалаттарассишĕн инвесторсемпе тĕл пулать. Сăмахран, Вырăсушкăнь ялĕнчи Юрий Чумаковпа темиçе те курса калаçнă. Вăл ача чухне çуралнă ялĕнчи хуçалăхра тырă пухса кĕртме çуллен хутшăннă. Инçетре аслă пĕлÿ илсе çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă çулсенче тăван çĕр туртăмне чун-чĕринче упраса пурăннă. Тивĕçлĕ канăва кайсан Юра тăван ялне пурăнма таврăннă, «Пелагея» ятлă ял хуçалăх производство кооперативĕ йĕркеленĕ, Кивĕ Атикасси ял тăрăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тара илнĕ. Иртнĕ çуркунне ăна йывăç-тĕмрен тасатса сухаланă, хăяр акнă. Ăна çитĕнтерсе сутма, тăварлама палăртнă. Кĕркунне тĕш тырă культурисем акма шухăшлать. Кооперативра ĕçлекенсем куллен пиншер тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. «Паллах, пирĕн кăмăл лайăх, — теççĕ çынсем. — Кун пек тÿлесен кăмăлтан вăй хума хатĕр» (Пур енĕпе те яла питĕ кирлĕ)

* Виталий Руссков ял хуçалăх ĕçĕпе çамрăклах туслашнă. Гендиректора çитиччен пĕтĕм «кухня» витĕр тухнă. Çын ĕçлесе вĕреннине, çапла майпа кăна пĕлÿ çирĕпленнине палăртрĕ. Çĕнĕлле йĕркеленĕ хуçалăха вăл 14 çул ертсе пырать. Çак хушăра общество тĕш тырă пухса илессине — 4, аш-какай туса илессине 6 хут ÿстернĕ. Шалт тĕлĕнтерчĕç мана цифрăсем. АУО ахальтен мар ĕнтĕ малта пыракан опыта вĕренмелли шкул пулса тăнă. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хураççĕ кунта: кĕçĕннисем аслăрах çултисенчен ăс-хакăл илеççĕ, «пиçсе çитнисем» ĕçе анчахрах вырнаçнисемшĕн — чăн-чăн наставниксем (Кун çутипех – ура çинче)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.