Комментари хушас

Шупашкарта "Манăн пуласлăх - Чăваш Енре" проектсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленĕ.

Кăçалхипе 2-мĕш хут иртнĕ конкурса пĕлтĕрхи пекех 75 ĕç тăратнă. Хутшăнакансем - 118-ăн. Ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçсем йышлă пулнă. "Çамрăксем конкурса хастар хутшăнни савăнтарать. Проектсенче актуаллă ыйтусене çутатнă. Çамрăксем пуласлăхне тăван республикăпа çыхăнтарасшăн, кунтах аталанасшăн", - палăртрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова.

Мария КУРОПАТКИНĂПА Юлия ЛАРИОНОВА, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази:
- Пирĕн проект "Тăван Ен" ятлă. Этника календарĕ, открыткăсем кăларма сĕнетпĕр. Вĕсем чăвашлăхпа çыхăннă. Открыткăсем çинче Шупашкарти илемлĕ вырăнсене сăнланă, унта чăваш поэчĕсен сăввисене çырнă. Пирĕн республикăна килекен хăнасене интереслĕ пулмалла.

Михаил ЗЫКОВ, Шупашкарти 4-мĕш лицейри истори учителĕ:
- Шкул ачисене килти èç патăм: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем пирки çырса хатěрлемелле. Ачасен 30% нимĕн те пĕлместĕп, тупаймарăм терĕ. Ку - питĕ нумай. Манăн проект çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне аталантарма пулăшать. Ачасен вăрçăра паттăрлăх кăтартнисем пирки пĕлмеллех.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Исключить из Яндекс-Новостей: