«Хыпар» 61-62 (27494-27495) № 07.06.2019
* Шыв хĕрринче тăватă талăк выртнă эпĕ. Пиллĕкмĕш кунхине хура пăнчă курăнса кайрĕ. Шыва кĕчĕ те куçса пычĕ. «Мĕскер-ха ку?» — шухăшларăм ăшра. Медицина сестри иккен. Харсăрскер, çутă сăнлăскер. «Салтак юлташ, эпĕ сана пулăшатăп», — терĕ вăл ман пата çитсен. «Пулмасть пуль, иксĕмĕре те вĕлереççĕ», — хирĕçлерĕм эпĕ. «Вилетпĕр-и, çук-и — приказа пурнăçламалла», — пат татса хучĕ çивĕчскер. Шыва кĕтĕмĕр, вăл мана çанăран тытнăччĕ, сĕтĕрсе пычĕ («Манăн пурнăçра ĕмĕтсĕрлĕх пач пулман». Роза ВЛАСОВА)
* Пире çав-çавах тĕлĕнтерме, савăнтарма чарăнмасть. Сăмахăм — чăвашсен театр режиссерĕ, актерĕ, этнотеатровечĕ, педагогĕ, Казахстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев-Трер çинчен. Иосиф Александрович çавăн пекех ăста поэт та, куçаруçă та, публицист та. Çакна унăн кĕнеки, çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн çур çултан кун çути курнă «Хĕрĕх Чалăш Хĕрлĕ Ту» произведенисен пуххи çирĕплетет (Хăй кайрĕ пулсан та...)
* Çĕрпÿ районĕнчи Шăнкасра пурăнакан Викентий Майкова та çамрăк чухне ытти тус-тантăшĕ пекех лайăх шалуллă ĕç вырăнĕ илĕртнĕ. Чылай çĕрте вăй хунă вăл. 1978 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи ветеринари-санитари утиль заводне вырнаçнă. Предприяти шăпах çав çул хута кайнă. Завод тантăшĕ халĕ кунта килнĕшĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмест (Слесарьтен тĕп инженера çитнĕ)