Комментари хушас

26 Çĕртме, 2014

ШĂМĂ ПАТРАКЛАНСАН

Халăх медицининче шăмă патраклансан /остеопороз/ усă курмалли халăх рецепчĕ чылай. Тĕпрен илсен, вĕсем организма кальципе пуянлатма пулăшаççĕ.

ЄХĕрарăмсене çак чир климакс вăхăчĕ çитсе пынă чухне ытларах тапăнни паллă. Çак тапхăрта хĕрарăм гормонĕсемпе эстрогенсемпе пĕр евĕр витĕмлĕ ÿсен-тăран пулăшма пултарать. Вĕсем - хаяр ути /шалфей/, хĕрлĕ клевер, хăмла, люцерна. Вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ типĕ ÿсен-тăрана /курăксен пуххине те илме юрать/ тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Ирхине выç хырăмла 1 стакан шĕвеке ăшăлла ĕçмелле. Сиплев курсĕ 30 кун. 3-4 уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

ЄАрçынсен остеопороз аталанасран сыхланма андроген витĕмлĕ ÿсен-тăранпа усă курмалла. Вĕсем - ырă шăршăллă ясменник, сельдерей, укçа курăкĕ /ярутка полевая/, шурлăх аирĕ, кăтра петрушка. 1 апат кашăкĕ типĕ чĕр тавара вĕресе сивĕннĕ çур литр шыва ямалла. 8 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке апатчен çур сехет маларах пĕр пек виçесемпе талăкра ĕçсе ямалла.

ЄХалăх медицининче шăмă патракланнинчен чăх çăмартинчен хатĕрленĕ хатĕрпе анлă сипленеççĕ. 250 миллилитр кĕрекен кĕленче савăта çунă чĕрĕ 1 çăмарта хумалла. Анинченех пĕр виçепе илнĕ лимон сĕткенĕпе коньяк хутăшне тултармалла. Савăта хупăлчапа хупса 15 кун лартмалла. Çак вăхăтра çăмарта хуппи çемçелет. Çăмартана асăрханса савăтран кăларса илмелле. 15 кун хушшинче хуппинчи активлă кальци тăварĕсем коньяк-лимон шĕвекне куçаççĕ. Микстурăна кашни ир вăрансанах тата каçхине çывăрас умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.