Комментари хушас

5 Çĕртме, 2019

Хресчен сасси 20 (2759) № 05.06.2019

* Вăл чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататчĕ. Чи юратнă лаши — Сынокчĕ. Хăй çиес пĕремĕке те ăна çитеретчĕ, лайăх пăхатчĕ. Лаша ĕмĕрлĕхех куçне хупсан вăл ăна Палăк çырминче, выльăх масарĕнче, чысласа пытарнă. Унăн вил тăпри çине хурлăхан лартса хăварнă (Лашине пĕремĕк çитеретчĕ. Людмила АЙДАК)

Зоя Семенова Пĕрçырланти культура çуртĕнчи Тани Юн ячĕллĕ драмкружока ертсе пырать. Асăннă ушкăн йĕркеленнĕренпе кăçал — 5 çул. Ăна Тани Юн ятне пани те ахальтен мар. Чăвашсен пĕрремĕш актриси шăпах çак тăрăхра çуралса ÿснĕ. Çавна май Етĕрнесем Театр çулталăкне те Тани Юн çуралнă кунĕнче — январĕн 28-мĕшĕнче — уçнă. Зоя Андреевна каланă тăрăх, кружока 16 çын çÿрет. «Çулсеренех пĕрер спектакль хатĕрлеме тăрăшатпăр, — тет вăл.
(Сцена илĕртет чуна)

* — Эпĕ çемьене тăрантарас тесе негр пек ĕçлетĕп. Вăл вара ют арçынпа выртать!
Унччен те пулмарĕ урса кайнă Володя мăшăрĕ, ачисем валли туяннă япаласене сумкăран кăларса пуртăпа ваклама пуçларĕ. Çак самантра пÿртрен çамрăк арçын тухрĕ.
— Извините, — тесе хыçалалла иртме тăчĕ вăл.
Çилли тулса çитнĕ, кĕвĕçÿпе тулхăрнă арçын ăна пуртăпа яма хатĕр.
— Ай-уй, мĕн пулнă кунта? Володя, килтĕн-им? Кунĕпе кĕтетпĕр сана, — упăшкишĕн тунсăхласа çитнĕ хĕрарăм хапхаран кĕрсенех ун патнелле утрĕ
(Çумри арăм шанчăклă)

* Май уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялне урлă-пирлĕ пăхкалакан, этемрен хăраман тилĕ пырса çыпçăннă.
«Мĕншĕн вăл çавнашкалах йăпăлтатать! — тĕлĕннĕ ял çыннисем. — Сăлтавсăрах яла ерес çук — анкă- минкĕленмен-ши? Халех пĕлтерес ветеринара!» 
(Ялта — урнă тилĕ)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.