Комментари хушас

25 Çĕртме, 2014

Зарядкăран пуçла куна!

Çапла чĕнсе калаççĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем. Çак тĕллевпех вĕсем кашни çул çынсене зарядкăна йыхравлаççĕ.

Юлашки çулсенче «çăлтăрпа» ирхи зарядкăна тăрас йăла вăй илчĕ. Паллă спортсменсем садиксемпе шкулсене çитсе ачасемпе çамрăксене тĕрлĕ хускану тума вĕрентеççĕ, спортпа туслашнин пĕлтерĕшĕ çинчен каласа параççĕ. Пысăк уявсенче массăллă зарядка ирттерни те ырă пулăм. Акă кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Ачасене хÿтĕлемелли кун - республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 15 пин шăпăрлан зарядкăна пухăнчĕ. Иртнĕ çул вара Шупашкар хулин кунĕнче йĕркеленĕ спортпа сывă пурнăç йĕркин уявне 30 пин çын хутшăннă. Ку пулăма рекордсен Гиннесс кĕнекине те кĕртнĕ.

Чăваш Енри вун-вун халăха пĕрлештерекен тепĕр уяв вăл - Республика кунĕ. Çак кун кашни çул ирхи зарядкăран пуçланать. Кăçал массăллă мероприяти темиçе çĕрте /ытти чухне Хĕрлĕ тÿремре йĕркелекенччĕ/ иртрĕ. Лакрей паркне, «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркне тата «Шупашкар» суту-илÿ керменĕ умĕнчи лапама спортпа туслă çĕр-çĕр çын тухрĕ. Вĕсемпе пĕрле зарядкăна Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Олимп чемпионки Валентина Егорова, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен призерĕ Владимир Андреев, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Универсиада чемпионки Александра Деверинская, тĕнче рекордсменки тата чемпионки Алина Иванова, Европа тата Раççей чемпионĕ Анатолий Васильев, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи Валерий Лаптев, паллă ытти спортсмен тăчĕç. Вĕсем пурне те ялан спортпа туслă пулма, сывă пурнăç çулĕ çине тăма чĕнсе каларĕç. «Сывлăх - чи пысăк пуянлăх, çавăнпа ăна упрамалла. Паянхи пек кашни кун зарядка тума тăрăшăр. Утăр, чупăр, уçăлса çÿрĕр, шыва кĕрĕр», - терĕç сумлă çынсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.