Комментари хушас

25 Çĕртме, 2014

Пĕрлĕх çитĕнÿ кÿрет

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн тата IX Аслă Пухăвĕн ларăвĕсенче асăннă общество организацийĕн Уставне сÿтсе явни тата ăна пурте пĕр саслăн йышăнни çинчен «Хыпар» хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче пĕлтернĕччĕ. Тăхтав вăхăтĕнче съезда килнĕ йăхташсемпе калаçма, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлме тÿр килчĕ.

Нина МАЗЯКОВА, Патăрьел районĕнчи тĕп библиотекăн тавра пĕлÿ пайĕн пуçлăхĕ:

- ЧНК ĕçĕн пахалăхĕ ÿснине палăртас килет, çĕнĕ ертÿçĕ тĕрĕс çул-йĕр суйланине çирĕплетмелле. Сакăр уйăхра сулмаклă утăм тунă темелле: кăçалхи çур çулта республикăри пур районпа хулара Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕ йĕркеленчĕ. Пирĕн районта та чăвашлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай ĕçлеме тытăнчĕ. Унта тăрăшмашкăн хамăр енчен эпир пултаруллă тавра пĕлÿçĕсене суйларăмăр. Пĕр тĕллевпе ĕçлемешкĕн çамрăксене хастартарах пулма сĕнес килет, вĕсен аслă ăруран тĕслĕх илмеллех. Пуласлăх - вĕсен аллинче.

Валентина ЯКЛИЧЕВА, Тутарстанри Пăлхарти чăваш наци культурин автономийĕн ертÿçи:

- Общество организацийĕ влаçпа пĕр тĕвĕре ĕçлеме тăрăшать, Устава сÿтсе явнă чухне тĕрлĕ ведомство ертÿлĕхне хутшăнтарчĕ. Чăн та, «çÿлтен» пулăшмасăр палăртнă чылай тĕллеве пурнăçлама çук. Сăмахран, эпĕ тахçантанпах Пăлхарти заповедникре чăваш наци çурчĕ çĕклес ыйтăва çĕклетĕп. Туризма аталантарас тĕлĕшпе Тутарстан Правительстви чылай ĕç туса ирттерчĕ, халĕ те культура палăкĕ шутланакан вырăнсенче тĕпчев, строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çав самантрах чăвашлăх айккинче тăрса юлни кăмăллах мар. Çĕнĕ ертÿçĕ пирĕн чун ыратăвне илтессе шанатăп.

Александр МОИСЕЕВ, Самар облаçĕнчи Кушкă ялĕн хастарĕ:

- Эпĕ Шупашкара çулталăкра икĕ хутчен килетĕп. Кашни тĕл пулу маншăн - пысăк уяв, çавăнпа та чăваш кĕпи тăхăнтăм. Вăл манăн арчара выртать тесе ан шухăшлăр, хамăр облаçра иртекен пысăк уявсенче тăтăшах усă куратăп унпа.

Мăнукăмсене «дед» тесе чĕнме хушман, вĕсемшĕн эпĕ - «кукаçи», «асатте». Тăван чĕлхемĕре упрассине çемьерен тытăнмалла, ачасемпе чăвашла калаçмалла.

Пире хурлантаракан тĕп ыйту вăл - шкул программинчен чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене кăларни, сехетсене факультатив евĕр çеç хăварни. Çапах та чăвашлăха упрас тĕлĕшпе аслă ăру тĕслĕх кăтартма тăрăшать: фольклор коллективĕсем йĕркеленчĕç, тĕрлĕ мероприяти иртет... Паянхи тĕл пулу хыççăн çыхăну çирĕпленессе, çĕнĕ хавхалану таврăнасса шанатăп.

Анатолий ЕФРЕМОВ, Ненец автономи округĕн Муравленко хулинчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ:

- Паянхи куна пирĕн округра 526 пине яхăн çын пурăнать, вĕсенчен 3441-шĕ - чăвашсем. Наци культура автономине мĕн йĕркеленнĕренпе, 2007 çултанпа, ертсе пыратăп. Эпир Муравленко хула администрацийĕпе тата Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕпе палăртнă йĕркепе ĕçлесе пыратпăр. Пушă вăхăта чăваш чĕлхипе культурине аталантарас тата упрас ĕçе халаллатăп. Пирĕн хулара «Хавас» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ, «Çăлкуç» клуб ĕçлет. Чăваш сасси пирĕн тăрăхра çĕтмен-ха, ку - пирĕн чи хаклă тупра, çавăнпа та типтерлĕн упрама тăрăшатпăр.

ЧНК çĕнĕ ертÿçи татăклă тĕллевсене, çивĕч ыйтусене татса памалли çул шыранине ырламалла. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Ен аталанăвĕпе пĕр килтĕр. Çитĕнÿсем çÿлтен ÿкмеççĕ. Вĕсем - конгресс тата тĕнче тăрăх саланнă чăваш халăхĕн пĕрлехи тăрăшăвĕпе ĕçĕн кăтартăвĕ тесе хаклатăп.

Александр СТЕПАНОВ, Красноярск крайĕнчи чăваш наци культура автономийĕн хастарĕ:

- Пирĕн тăрăхра 24 пин ытла чăваш пурăнать, вĕсем крайри кашни районта тата хулара тĕпленнĕ. Пирĕн йыш çÿлленех пĕчĕккĕн ÿснине те палăртмалла. Хамăра çĕр пичĕ çинче упраса хăварас тĕлĕшпе Красноярск крайĕнчи чăвашсем 80-90-мĕш çулсенчех диаспорăна чăмăртаннă. 2003 çулта чăваш наци культура автономийĕ йĕркеленчĕ. Ăна Геннадий Храмов ертсе пырать. Паянхи куна автономи йышне крайри тата Красноярск хулин автономийĕсем, районсенчи 18 представительство кĕреççĕ.

Çулсеренех тĕрлĕ районта Акатуй ирттересси йăлана кĕчĕ. Çакă йăх-несĕлĕн йăла-мешехине упрамалли, чăвашлăха аталантармалли чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри тесе шухăшлатăп. Кăçал Емельянов районĕнчи Шуваловкăна йăхташăмсем пухăнчĕç, юрласа-ташласа пĕрле савăнчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.