Комментари хушас

* 102 çулти Неонила Белова 3-мĕш хутран кунне темиçе хутчен те анса хăпарать. Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнче нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан кинемей хур тĕкĕпе савук йăтса подъезд умне шăлма тухнă...

Пĕр ĕмĕр урлă каçнă кинемей пĕччен пурăнни — тĕлĕнтермĕш. Кÿршĕ ялта тĕпленнĕ ывăлĕпе кинĕ пырса апат пĕçерсе çитереççĕ, хваттерне тирпейлесе хăвараççĕ. Чирлекеленĕ чухне Неонила Степановна аслă хĕрĕ 78-ти Римма патĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăлта хĕл каçнă. Кинемейĕн чунĕ килнех туртнă. Ăна, салтакăн тăлăх арăмĕ пулнă май, патшалăх хваттер панă. Шăпах çавăнта пурăнать вăл (Ĕнине сутасран хăраса качча кайнă. Алина ИЗМАН)

* «Алла илсе вулаканшăн романра кăсăкли пайтах. Анатолий Никандрович эпир пурте лайăх пĕлекен пиччĕшне — Геннадий Волков академике — ăшшăн аса илет. Шăллĕ — медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Зиновий Волков та куç умне хăйĕн ырă кăмăлĕпе тухса тăрать. Ашшĕпе амăшĕ, тăван ял-йышĕ пирки чуна пырса тивекен сăмахсем тупнă вăл», – тесе хакланă «Хыпар» хаçатра «Атте çути» автобиографилле романа  (Ашшĕ çутнă хунар)

* Муркаш районĕнчи Кораккасси ялĕнче çитĕннĕ Рена Иванова /мăшăрлансан — Васильева/ 1987 çулта Хусантан аслă пĕлÿллĕ ветеринар пулса таврăннă. Çав çулах çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче ăна çак тăрăхри Шетмĕпуçĕнчи участок пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл шанăçа тÿрре кăларма ĕмĕтленнисĕр пуçне тек нимĕн çинчен те шухăшламан. Качча кайса ачаллă пулсан та ĕç малти вырăнта тăнă (Ĕмĕрĕпех – пĕр ĕçре)

* Воля Афанасьевич Иванов кун-çулне ял хуçалăхне аталантарассипе, халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăнтарнă. Кирек хăш вырăнта ĕçлесен те тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çынсемшĕн вăл пуçлăх çеç мар, çывăх юлташ та пулнă. В.Иванов Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ (Кăвак çулăм Вăрнара унăн тивлечĕпе çитнĕ)

* Эпир хуласене хĕвел кÿретпĕр!

www.hypar.ru
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.