Комментари хушас

24 Çĕртме, 2014

Çыхăнусем вăй илччĕр

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен Раççей Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен министерстви çумĕнчи канашĕн XXIII ларăвне хутшăннă. Унта пăхса тухнă тĕп ыйту - НППП анлăшĕнчи интеграци процесĕсене аталантарас енĕпе регионсем килĕштерсе ĕçлессин пĕлтерĕшĕ.

Ларура тухса калаçнă май Раççей ют çĕр-шывсен ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров НППП туса хуни çĕр-шывсемпе халăхсен кÿршĕллĕ ырă хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнине палăртнă. Раççей регионĕсем Пĕрлĕхри çĕр-шывсемпе çыхăну тытас тĕлĕшпе пуян опыт пухнă. Беларуçпа тата Казахстанпа уйрăмах лайăх çыхăнусем йĕркеленнĕ. Шел те, паллă пулăмсене кура Украинăпа çыхăну тытасси татăлнă. Сергей Лавров каланă тăрăх - чикĕ леш енче пурăнакан йăхташăмăрсем Раççей гражданлăхне илессине ансатлатассипе çыхăннă программăсем хăйсен уссине кăтартнă. Тĕслĕхрен, Украинăра пурăнакан, РФ гражданлăхне илес кăмăллă çынсен шучĕ виçĕ хут ÿснĕ.

Михаил Игнатьев та сăмах илнĕ. Вăл Чăваш Енре НППП йышĕнчи çĕр-шывсемпе экономика çыхăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçленине палăртнă. 2013 çулта Пĕрлĕхри çĕр-шывсемпе çыхăннă тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 42% пысăкланнă, республикăн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕн чĕрĕкĕпе танлашнă /АПШн 94,7 млн долларĕ чухлĕ/. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче Пĕрлĕхри çĕр-шывсемпе çыхăннă тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 32% ÿснĕ. Анчах çак кăтарту чакас хăрушлăх пур, мĕншĕн тесен НПППри çĕр-шывсемпе çыхăннă тавар çаврăнăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 67,6% шăпах Украина тÿпи.

Беларуç Республикипе те лайăх çыхăну йĕркеленĕ. Тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ пĕлтĕр 1,2 хут пысăкланнă. Суту-илÿпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас тĕлĕшпе ĕç ушкăнĕ туса хунă. Беларуçпа Чăваш Ен Таможня пĕрлĕхĕн территорине усă курнă техника илсе килесси ÿснине кура ятарлă хÿтлĕх тĕпчевĕ ирттермешкĕн Еврази экономика комиссине пĕрле чĕнсе каланине хатĕрленĕ. Ыйтăвĕ чăннипех çивĕч. Пĕлтĕр кăна Раççей рынокĕнчи усă курнă техника импорчĕ 12% хăпарнă. Çавна май Чăваш Енпе Беларуç ют çĕр-шывсен транспорт хатĕрĕсене обязательнăй йĕркепе сертификацилемелли мерăсене çирĕплетме сĕннĕ.

Михаил Игнатьев ларăвăн пĕтĕмлетÿ документне Суту-илÿ тата Экономика аталанăвĕн министерстви валли сĕнÿсем кĕртмелли çинчен каланă. Чăваш Республикин Таможня пĕрлĕхĕн территорине усă курнă ют техникăна илсе кĕртес тĕлĕшпе чарусем палăртмалли пуçарăвне ырлама сĕннĕ. Сергей Лавров Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен ку ыйтупа уйрăм çыру хатĕрлеме ыйтнă.

Ларура çавăн пекех интеграци процесĕсем вăй илесси çак ĕçе обществăна, граждансене явăçтарнинчен килнине палăртнă. Гуманитари, культура аспекчĕсем НППП анлăшĕнчи халăхсем çывăхланассине çирĕплетеççĕ. Çавна май патшалăхсем экономика енĕпе çывăхланни кăна мар, общество пурнăçĕн ытти енĕпе, культура тĕлĕшпе çыхăну тытни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тĕслĕхрен, Азербайджанра, Беларуçра, Казахстанра, Кăркăсстанра, Таджикистанра, Туркменистанра, Узбекистанра, Украинăра йышĕпе пысăк чăваш диаспорисене йĕркеленĕ. Вĕрентÿре икĕ еншĕн те усăллă ĕçтешлĕх вăй илнĕ: Чăваш Енре аслă шкулсем Украинăри, Беларуçри, Казахстанри университетсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме 10 ытла килĕшÿ тунă. Çавна май гуманитари сферинчи пĕрлехи право уйĕ интеграци процесĕсене малалла аталантармалли çирĕп никĕс пулма пултарать.

Ларура çавăн пекех йăхташăмăрсем Раççее куçса килес ыйтусене ансатлатас ыйтăва тишкернĕ. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн Раççее 195 пин çын ытла куçнă, вĕсен çемйисенче 2 пин ытла ача çуралнă. Куçса килнисен 40% ытла - аслă пĕлÿллĕ, 75% - ĕçлеме пултаракан çулсенче, 20% - çул çитменнисем, 5% - пенсионерсем. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан Украинăран куçнисен шучĕ 5 хут ÿснĕ.

 К.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.