Комментари хушас

24 Çĕртме, 2014

Тĕп вырăнта - çивĕч ыйтусем

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу иртнĕ.

Хула округĕсенче автоçулсем туни тата юсани, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене лайăхлатни çинчен Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ. Çул-йĕр ĕçĕсен программипе килĕшÿллĕн 2014 çулта çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ валли тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 2 млрд та 460 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра хула округĕсен урамĕсенчи çулсене тума, юсама - 802,6 млн тенкĕ.

Республикăри хуласемпе районсенче регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тытса тăма, тĕпрен юсама, юсама тата тума 642,5 млн тенкĕ тăкакланă.

2014 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсама, юсама 105,04 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 178 картишне, унта пымалли 72 çула юсасшăн. Паянхи кун тĕлне 74 картише тата вĕсен çывăхĕнчи çулсене юсанă. Çакă çулталăк программин 29% танлашать. Канаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçсене вĕçленĕ.

Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланине, çавăн пекех çул пахалăхне лайăхрах тĕрĕслеме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем çинчен пĕлтернĕ. Йăлана кĕнисемсĕр пуçне çĕннисем те иртеççĕ: Раççей халăхĕсен йăли-йĕркин фестивалĕ /«Фолкстейшен-Шупашкар»/, Пĕтĕм Раççейри «Ку чухнехи тĕнчери этнос культури» ăслăлăх-практика конференцийĕ, «МузЭнергоТур» фестиваль. Уява Раççей Федерацийĕн 34 регионĕнчи 43 коллектив, Китайри /Аньхой тата Гуйчжоу провинцийĕсенчи/ 2 коллектив, Италири 1 коллектив, Азербайджанри 3 юрăç, Беларуç тата Эстони республикисенчи пултарулăх коллективĕсемпе артистсем, пĕтĕмпе 900-е яхăн çын, хутшăнаççĕ.

Шупашкарти VII экономика форумне тата Регионсен хушшинчи XXI курава мĕнле ирттерни çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова пĕлтернĕ.

Форум ĕçне 1000 ытла çын, çав шутра Раççей Федерацийĕнчи 30 субъектри ĕç тăвакан влаç органĕсен, организацисен, ют патшалăхсен /7/, Раççей Экономика аталанăвĕн, Регионсен аталанăвĕн министерствисен, Раççей Суту-илÿпе промышленноç палатин, РФ Патшалăх Думин представителĕсем, Раççейри тата чикĕ леш енчи ĕçлĕ çынсем хутшăннă.

Курава 212 компани килнĕ, вĕсен хушшинче - Раççей Федерацийĕн 11 субъектĕнчи тата 2 ют çĕр-шыври 23 экспонент. Курав экспозицийĕнче 100 пин çын пулнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.