«Çамрăксен хаçачĕ» 18 (6264) № 08.05.2019
* Качча тухсан Римма Антонова турăш умĕнче кĕлĕ туса чĕререн çапла ыйтнă: «Мана Турă ача патăр. Хамăн та, мăшăрăн та пĕртăван çук, ачасен пултăр». Çÿлти хăватсем çак сăмахсене илтнĕ ахăр... Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вишенерте пурăнакан Риммăпа Николай Антоновсем вун ултă пепкене пурнăç парнелесе ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă (16 ача çуратса ырă-сывă çитĕнтернĕ. Нина ЦАРЫГИНА)
* «Хурланнипе анне ытамĕнче чылай макăртăм»
* Ача çуратнине каçараймасть
* Нигерире çуралса ÿснĕ Роджерс Узомах Раççее спорт визипе килнĕ. Çĕршывăмăрăн тĕп хулинче тĕпленнĕскер чăваш пикине юратса çемье çавăрасси пирки шухăшламан та ахăртнех ун чухне. Хĕрлĕ Чутай пикине Олеся Конистаркинăна курсан боксер чĕри ирĕлнĕ. Çамрăксем малтан темиçе сăмах çеç перкелешнĕ. Хĕр шкулта француз чĕлхине вĕреннĕрен акăлчанла тĕшмĕртмен. Олесьăн йăмăкĕ Настя çамрăксене тăлмачă пулса пулăшнă (Хунямăшне юрас тесе яшка çиме хăнăхнă)
* Евдокия Никитина вăрçă пуçланнă чухне вун пиллĕкри хĕр пулнă. Вăл Елчĕк районĕнчи Анат Тимеш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Иван Леонтьевич 1933 çултах çĕре кĕнĕ. Хĕрача амăшĕпе, аппăшĕпе тата шăллĕпе пурăннă. Евдокия вăрçă пуçланнă вăхăтра колхозра бригадăра тăрăшнă. Ун чухне вăрман турт-тарма та янă вĕсене. Яла килсессĕн те вăрман ĕçĕ алăран кайман. Аслă Елчĕк ялĕ çывăхĕнче торф кăларнă çĕрте те нушине пайтах курнă (Çырма урлă каçса килеймен)