Тантăш № 18 (4636) 08.05.2019
* Сар каччăсемпе сар хĕрсен темĕн те аса илме тиврĕ. Чăваш киноне пуçарса яракан Иоаким Максимов-Кошкинский, Чăваш Енри паллă художник Алексей Кокель, сăвă йĕркисен авторĕсем, ваттисен сăмахĕсем, ĕлĕкхи чăвашсен çи-пуçĕ — вăйăра пуç ватмалли чылай пулчĕ («Чăвашсене эпĕ хам куртăм». Валентина СЕЛЕНИНА)
* Чăваш блогерĕпе тĕл пултăмăр
* Уроксем хыççăн - клуба
* «Ытарайми чăваш халăхĕ, сире чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçăр ăнса пытăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. Çутă хĕвел пăхса тăтăр. Çĕр-Аннемĕр яланах вăй патăр», — сăмах илчĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Ун ячĕпе кăçал регионсен хушшинчи илемлĕ вулав конкурсĕ 5-мĕш хут иртрĕ (Илемлĕ вулав вăйлă сăмахпа пуян)
* — Ушкăнра арçын ача нумаййи аван, епле илемлĕ чăваш вăййи йĕркелеме пулать! «Аюк» темеççĕ, вĕренме хатĕр. Çакă тата ытларах тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, — хăпартлануллă кăмăл- туйăмпа калаçать Эльвира Альмешкина Мошкасси ачисене чăваш халăх йăли-йĕркине вĕрентсе хăварассишĕн çунса (Уроксем хыççăн — клуба)