Комментари хушас

* Александр Григорьевича хаяр çапăçусенче чĕрĕ юлма мĕн пулăшнă-ши? Çак ыйтăва памасăр чăтаймарăмăр. «Шăпа», — кĕскен хуравларĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Шмелев вăрçă инваличĕ. Вăл Орел, Брянск, Калуга, Смоленск облаçĕсенче пынă хаяр çапăçусене, «Багратион» операцие, Беларуçпа Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă (Александр ШМЕЛЕВ: Икĕ хут амантăм, çапах чĕрĕ юлтăм. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА)

* Контейнер та, вырăнĕ те кирлĕ

* Литвиновсем калавĕсене юнашар ларса çыраççĕ-и?

* «Чăвашла пĕлменнисене чĕлхе вĕрентмелли кĕнеке нумай, анчах вĕсем питĕ кăткăс. Вĕсемпе вĕреннĕ чухне ыйту хыççăн ыйту сиксе тухать. Вĕренÿ кĕнекисем «Нарспи» поэмăран илнĕ сыпăкран пуçланаççĕ. Вăл питĕ илемлĕ те хăйне евĕрлĕ хайлав. Анчах чăвашла калаçса курман çыншăн ăна тÿрех ăнланма çăмăл мар. Çавăнпа ансат пуплевсенчен вĕренме пуçламалла», — тесе шухăшлать ЧР Вĕрентÿ институтĕнче ĕçлекен Артем Федоринчик. Вăл — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Киевра çуралса ÿснĕ каччă чăвашла та аван калаçать (Украин каччи чăваша чăвашла вĕрентет)

«101 çула çитетĕп тесе нихăçан та шухăшламан. Пĕр ĕмĕре парăнтаракансем йăхра та пулман. Апат тиркемен, пылаккине те, тăварлине те çинĕ. Пурнăç май пурăнатăп-ха. Мĕн тăвас тетĕн, укçа парса çула ÿстерсе пурăнмарăм. «Эй, Турă, эпĕ пурăнатăп-ха, ачасене мана пăхма йывăр вĕт. Хăçан вилĕм паратăн?» — тетĕп çылăх пулсан та», — пытармарĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Пелагея Шуряшкина (Шкула тăватă кун çеç кайнă)

 

www.hupar.ru
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.