Комментари хушас

18 Çĕртме, 2014

Тимсĕрлĕхе çул каçармасть

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе республикăри çул çинче хăрушсăрлăх туса хурассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. ШĔМ çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн патшалăх управленийĕн Чăваш Енри пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Геннадий Чурбанов республикăри автомобиль çулĕсенчи тата чукун çул каçмисенчи 2014 çулхи 5 уйăхри лару-тăрупа тата вĕсенче хăрушсăрлăх туса хумалли мерăсемпе паллаштарчĕ.

- Кăçал 5 уйăхра ЧР çулĕсенче 592 инкек /пĕлтĕр çак вăхăтра - 624/ пулнă, вĕсенче 79 çын /82/ вилнĕ, 703-шĕ /777/ аманнă. 8 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче - инкек шучĕ, вуннăшĕнче вилекенсен йышĕ ÿснĕ. Инкек-синкек ытларах - Елчĕк, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта. Элĕкпе Красноармейски тăрăхĕсенчи тата Канашпа Çĕнĕ Шупашкарти çулсем çинче çынсем пĕлтĕрхинчен нумайрах вилнĕ, - терĕ Геннадий Васильевич.

Инкексен тĕп сăлтавĕ - транспорт çапăнни. Кăçал вăл 9,6% чакнă пулин те мĕн пур инкекĕн 38,3 процентне йышăнать. Иккĕмĕшĕ - çуран çÿрекенсене таптани. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 13,3% сахалрах, анчах унăн тÿпи - 37,3%. Велосипедистсем çине пырса кĕресси икĕ хут ытларах ÿснĕ. Шар кураслăхăн пысăк пайĕ - ялсенче/65%/.

Ÿсĕр водительсене пула инкек тÿсесси 25% сахаланнă пулин те Шăмăршă, Тăвай, Йĕпреç, Вăрмар, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче лару-тăру çав-çавах йывăр. Ачасемпе çыхăнни 10,5% чакнă, çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Çĕрпÿ таврашĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче ÿсĕм пур.

Инкек-синкек çул-йĕр паллисем кирлĕ çĕрте çуккипе, вĕсем япăх палăрнипе, асфальт ванса тăнипе, хĕлле юр тасатманран çул хĕсĕннипе, тĕттĕм вăхăтра çутă çутманнипе тата нумай сăлтавпа та пулнă.

Республикăра 107 чукун çул каçми тунă. 21-шĕ урлă автобуссем тăтăш каçаççĕ. 2011-2013 çулсенче темиçе авари пулнă тăк, кăçал ку енĕпе лару-тăру йĕркеллех-ха.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 92 каçмана тĕрĕсленĕ те 49-че çитменлĕхсем тупнă. Чукун çул каçминче хăрушсăрлăха ÿстерес тесен сигнализаци, автомашинăна вăхăтлăха чармалли хатĕр /вăл пур çĕрте те çук/ вырнаçтармалла, çуран çÿрекен валли ятарлă çул тумалла.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева çу кунĕсем пуçланнă май ачасене çул-йĕр правилисемпе тĕплĕнрех паллаштарасси /сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче ăна пурнăçлама шăпах меллĕ/, вĕсене автобуспа илсе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен калаçрĕ.

Ачасене çул-йĕр азбукине ăса хывма çамрăк инспекторсен отрячĕсене çÿрени нумай пулăшать. ЮИДçăсен чĕрĕк ĕмĕр ытла аталанакан юхăмĕ уйрăмах Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче, Шупашкар хулинче анлă сарăлнă.

- Ку чухне шкулсенче мĕн пурĕ 329 автобус, 302-шĕпе ачасене пĕлÿ çуртне тата каялла леçеççĕ. Вĕсем 774 маршрутпа 1412 ялтан 12663 вĕренекене илсе çÿреççĕ. Кĕтмен лару-тăруран сыхланма пурне те ГЛОНАСС тытăмĕпе тивĕçтернĕ, - терĕ Надежда Викторовна.

 

Çулла ача-пăча ирĕкре. Пушă вăхăта урамра, çурт картишĕнче ирттерет, çавна май транспортпа час-часах тĕл пулать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕн асăрханулăх çинчен кулленех аса илтермелле.

Çуран çÿрекен те, автомашина та çул çине хĕллехинчен ытларах тухать. Сыхланулăх, тимлĕх кашнинех кирлĕ

 Ва

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.