Комментари хушас

20 Çĕртме, 2014

Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пайтах

Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен паха опытне палăртас тата ăна ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци ĕçлеме пуçлани пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Ун ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Драпеко, округри культура енĕпе ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, культурăпа искусство деятелĕсем хутшăнчĕç.

Пленарлă ларăва Алла Манилова уçрĕ, культурăн обществăри пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Хăнасене Михаил Игнатьев Чăваш çĕрĕ çинче курма хавас пулнине пĕлтернĕ май республикăра Культура çулталăкĕнче пурнăçа кĕрекен ĕçсем, палăртнă тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ.

- Кирек хăш регионăн культури Раççей культурин пайĕ пулса тăрать. Чăваш Енре 128 халăх çынни килĕштерсе, хăйĕн пуян йăли-йĕркипе республикăн ăс-пурлăх, кăмăл-сипет еткерлĕхне пуянлатса малалла аталанма пулăшать, - терĕ Михаил Васильевич. - Мероприятие шăпах Чăваш Енре ирттерме тĕв тытни пирĕн кăмăла çĕклет. Культура çулталăкĕнче республикăра вун-вун мероприяти ирттерме палăртнă, ыттисем ку енĕпе мĕн туни пирки пĕлме те кăсăклă.

Елена Драпеко Патшалăх Думин депутачĕсем культура тытăмне лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ, татса памалли ыйтусене хускатрĕ. Хальхи вăхăтра Патшалăхăн культура политикин никĕсĕсен проектне сÿтсе яваççĕ. Вăл мĕнле пулни пирĕн пуласлăхпа, культурăпа çыхăннă.

ЧР культура министрĕн Вадим Ефимовăн доклачĕ, ыттисеннипе танлаштарсан, самай пысăк пулчĕ. Йышăнакан ене сума суса вăхăта шеллес темерĕç курăнать. Вадим Петрович республикăра Культура çулталăкĕнче пурнăçа кĕрекен ĕçсем пирки çеç мар, отрасль хальхи вăхăтра мĕнле аталанни çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Умри тĕп тĕллевсен шутне министр халăха канма кирлĕ услови туса парассине, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессине, пултарулăха аталантарма пулăшассине кĕртет. Мĕн тунă тата мĕн патне ăнтăлмалла? Вырăнти вăйпа çеç отрасле тытса тăрасси, унтан та ытларах, аталантарасси пирки калаçма та кирлĕ мар. Федераци пулăшăвĕсĕр малалла каяймăн. Кăçал Раççей министерстви 90 млн тенкĕ парса пулăшма палăртнă. Профессионал коллективсен пысăк тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене параççĕ. Культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстересси те тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çулталăк вĕçĕнче уйăхри вăтам ĕç укçи 14,5 пин тенкĕпе танлашмалла.

Яллă вырăнти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклес тĕлĕшпе те сахал мар ĕçлетпĕр темелле. Ку енĕпе кăçал республика бюджетĕнчен 22,7 млн тенкĕ уйăрĕç.

Ытти регионта Культура çулталăкĕнче мĕн тăваççĕ-ха? Вĕсен опычĕ пире хăш енĕпе пулăшма пултарĕ?

Пушкăртстан культура министрĕ Алина Шафикова илсе кăтартнă тĕслĕхсем чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Пушкăрт Республикинче пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама 100 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал çав çăмăллăхпа 16 коллектив усă курĕ. Яллă вырăнти клубсене юсама бюджетра 90 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Культура çулталăкĕнче кунта тĕрлĕ фестиваль иртĕ.

Мари Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ - культура, пичет тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ Михаил Васютин кÿршĕллĕ республикăра пурнăçа кĕртекен ĕçсем пирки пĕлтерчĕ. Вĕсенчен ыттисемшĕн кăсăкли Партнер комитечĕ пулĕ. Сăмах кунта культурăпа бизнес çыннисем пĕр чĕлхе тупса ĕçлени çинчен. Çавна май чылай ыйтăва татса пама май килнĕ.

Мордва Республикинче те Культура çулталăкĕнче ĕç кал-кал пырать. Сăмахран, яллă вырăнти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине, клубсемпе культура çурчĕсене лайăхлатма кăçал 125 млн тенкĕ уйăрнă. Вулав культурине çĕклес тĕлĕшпе библиотекăсем тĕрлĕ акци йĕркеленĕ. Туризм енĕпе «Вырăс усадьби» проект пурнăçа кĕрет.

Чул хула облаçĕнче халăх пултарулăхне аталантарасси, çамрăксемпе ĕçлесси пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче.

Асăннă субъектăн культура министрĕ Сергей Горин пĕлтернĕ тăрăх - ку енĕпе «Пултарулăх ирĕклĕхĕ» фестиваль палăрса тăрать. Çамрăксем вара урамри искусствăсене кăмăллаççĕ-мĕн. Александр Пушкин çуралнă кунĕнче Болдинăра облаçри çамрăк сăвăçсене пуçтарнă. Çитес çул - Литература çулталăкĕнче - регионсенчи çамрăк поэтсене те кĕтеççĕ.

Яла çамрăк специалистсене ĕçлеме ярас тĕлĕшпе те ятарлă программăсем пур иккен Чул хула облаçĕнче. Çапла майпа 5 çул хушшинче 400 çамрăка яллă вырăнта «тымар» яма пулăшнă.

Тăхтав вăхăтĕнче Михаил Игнатьев, Алла Манилова, Елена Драпеко журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Ыйтусем, тĕпрен илсен, конференцире хускатнисемех пулчĕç.

Михаил Васильевич хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:

- Культура çулталăкĕ бюджетран хушма укçа-тенкĕ илнипе мар, çутлăх ĕçне малалла тăснипе, культура никĕсĕ патне ăнтăлнипе, мораль, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене çĕкленипе палăрса юлтăрччĕ. Пирĕн тĕллев: тăван халăхăн культура тĕлĕшпе пуян еткерлĕхе çитĕнекен ăру валли упраса хăварасси, унпа çывăхлатасси.

Алла Манилова вара Культура çулталăкĕнче Раççей культура министерстви Чăваш Ене укçа-тенкĕпе çак проектсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шантарчĕ: культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме* пĕчĕк хуласен истори центрĕсене упраса хăварма* икĕ автоклуб туянма* туризма аталантарас тĕлĕшпе ятарлă мероприяти ирттерме.

 

Елена Драпеко, РФ Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пĕрремĕш çумĕ:

- Раççей культурин никĕсĕнче - наци культурисем. Хальхи вăхăтра çĕр-шывра 143 чĕрĕ чĕлхе. Вĕсемпе калаçаççĕ, çыраççĕ, кĕнекесем пичетлеççĕ.

Пирĕн тĕллев: авалхи йăла-йĕркене сыхласа хăварасси тата малалла аталантарасси çеç мар, çĕннисене те çул парасси. Эпир хальхи вăхăтри искусствăна та аталантарасшăн, вĕсене те ура çинче çирĕп тăма пулăшатпăр.

Юлашки вăхăтра туризм вăй илме пуçларĕ. Çул çук тăк - туризм та çук. Чăваш Енре вара - çулсем йĕркеллĕ. Çавăнпа пĕрлех сервис пирки те манса каймалла мар. Туриста илĕртме пĕлмелле. Мĕнпе илĕртмелли пулмалла.

Гали Габдрахманов, Тутарстанри йăла культурин аталанăвĕн республика центрĕн директорĕн çумĕ:

- Шупашкарта темиçе те пулнă, «Раççей çăл куçĕсем», «Эпир пĕрле - Раççей» фестивальсен вăхăтĕнче те. Кашнинчех хула илемленсе пыни, кунти тирпейлĕх чуна савăнтарать.

Кунашкал мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Енчен те мана сăмах панă тăк эпĕ Тутарстанра чăваш халăх пултарулăхне упраса хăварас, малалла аталантарас тĕлĕшпе мĕн туни пирки калаçнă пулăттăм. Кăçал культура ĕçченĕсем валли республика семинарĕ йĕркелерĕмĕр. Вăл Нурлат районĕнчи Якушкино ялĕнче иртрĕ, унта 87 çын хутшăнчĕ. Семинар хыççăн ялта культурăпа кану паркĕ уçрăмăр, 87 чăрăш лартса хăвартăмăр. Парка чăваш клуб ĕçченĕсен ятне патăмăр.

Тутарстанра чăваш фольклор фестивалĕсем темиçе те. Çитес çулсенче тата теприне - И.Я.Яковлев çуралнă ялта - Кăнна Кушкинче - йĕркелесе ярасшăн.

Татьяна Вострикова, Пермь тавра пĕлÿ музейĕн директорĕн çумĕ:

- Культура çулталăкĕнче пурнăçа кĕртмелли ĕçсем чылай. Пĕрремĕш проект крайри музейсен выставка-форумĕ пулчĕ. Унта пур музей та хутшăнчĕ. Пин тăваткал метр ытла лаптăкра пин-пин экспонат вырнаçтарма пултартăмăр.

Чăваш Енри аваллăх управçисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма ĕлкĕреймерĕм-ха. Хула тăрăх экскурси ирттерчĕç. Шупашкар таса, тирпейлĕ, хăтлă пулнине туйса илтĕм.

Парксемпе скверсем пирки те çавнах каламалла.

Шупашкар çыннисем хăйсен хулине чăннипех юратаççĕ иккен.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.