Комментари хушас

3 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕ Çамрăк корреспондентсен III-мĕш слетне йыхравлать

«Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать. Пĕрремĕш слет 2014 çулта иртнĕччĕ. 2018 çулта иккĕмĕшне йĕркелерĕмĕр. Кĕçех виççĕмĕшне ирттерĕпĕр.

Кăçалхи слет хăйне евĕрлĕ пулĕ. Унта кÿршĕ регионсенчи тăван чĕлхепе çыракан тĕрлĕ халăх ачисене йыхравларăмăр. «Хыпар» хаçат никĕслевçине Николай Никольские тата «Самант» журнал — 90 çул, «Тетте» журнал 25 çул тултарнине халалланă слет ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çак адреспа иртĕ: Шупашкар, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут.

ШУТА ИЛМЕ

Регистраци 10 сехетре пуçланать. Слета миçен килессине редакцие ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен, 12 сехетрен кая юлмасăр, çак номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле: 8-961-348-19-01.

www.hypar.ru 

* 2018 çулхи слет саманчĕ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: