Комментари хушас

11 Раштав, 2013

Ултав палăкĕсене «аркатма» вăхăт

ЧР Арбитраж сучĕ паян «Савва» компанисен ушкăнĕн экс-ертÿçисен ĕçĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухать. Атăлçи пир-авăр компанийĕн конкурс управляющийĕ çак предприяти топ-менеджерĕсем пулнă Дмитрий Романцовран, Никита Колесниковран, Владислав Дудинран, Евгений Осокинран тата Дмитрий Портран субсидиарлă яваплăх мелĕпе 4 млрд тенке яхăн шыраса илме ыйтнă.

Кунашкал виçелĕх тавăç республика историйĕнче пулнине ас тумастăп. Çавна май ĕç-пуçпа тĕплĕнрех паллаштарни вырăнлă. Тепĕр тесен - Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пăтăрмахлă çак истори паллă. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ нушине хăйсем тÿснĕ, тÿсеççĕ. Çапах уйрăм самантсене тепĕр хут уçăмлатни вырăнлă. Кам айăплă, мĕн хăтланнă - çак ыйтусен хуравĕсем уçăмлă пулма тивĕç.

Тĕрĕссипе, «Савва» компанисен ушкăнĕшĕн, унăн тытăмĕнче пуçлăхсен ăшă пуканĕсем çинче ĕçленĕ çынсемшĕн суд ларăвĕсем хăнăхнă пулăм темелле ĕнтĕ. Ултавлă ĕç-пуç çиеле тухнă хыççăн миçе çын суд тенкелĕ çине ларчĕ те...

Шел те, çак холдинг ĕç-хĕлĕ республикăн пир-авăр промышленноçне аркатнипе кăна асра юлмарĕ. Хăй вăхăтĕнче «Финн айлăмĕ» пурăнмалли микрорайон, «Сувар-Отель» хăна çурчĕн, ытти объект строительствин пуçламăшĕ пирки мĕнлерех шавлатчĕç. Залив çыранĕ çинчи пулас хăна çуртĕнче Чăваш Енĕн ун чухнехи ертÿçи канашлу ирттерни те асра. «Саввăн» хисеплĕ /ун чухне хисеплĕччĕ/ ертÿçи Никита Колесников та килнĕччĕ. Объекта темиçе уйăхранах хута ярасси пирки калаçу пынăччĕ, мĕнешкел пысăк плансемччĕ!

2006-2008 çулсенче Мускаври компанисен çак ушкăнĕ Чăваш Енре питĕ пысăк капашлă проектсем пуçарнă. «Финн айлăмĕ» микрорайонта лаптăкĕпе 112 пин тăваткал метр йышăнакан çурт-йĕр тумалла пулнă. «Атăлçи платинумĕ» - тата 13 пин тăваткал метр. 2008 çулта компани планĕсем тĕп хула тулашне те тухнă: çурла уйăхĕнче «Савва» Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче тума палăртнă «Çĕнĕ хула» район строительствин проектне пурнăçлама хутшăннă.

Çак плансене пурнăçлама республикăра «Савва» тытăмне кĕрекен подразделенисен пысăк сетьне йĕркеленĕ. Компанисен ушкăнĕн «ăнăçлă» ĕç-хĕлĕ хурлăхлă вĕçленчĕ: асăннă объектсенчен пĕри те хута кайман, вĕсен вырăнне - хваттер тума пая кĕрсе улталаннă, пысăк укçа çухатнă, пурăнмалли кĕтессĕр юлнă вун-вун çемье. «Савва» Çĕнĕ хулана та тĕп турĕ темелле - укçана проектран кăларнă. Унăн тытăмĕнчи предприятисем паян çук ĕнтĕ - пурте тенĕ пекех панкрута тухнă.

Судсем пулчĕç. 2011 çулхи авăн уйăхĕнче тĕп хулари Калинин районĕн сучĕ 48 çулти Николай Недавние айăпласа 3 çуллăха колони-поселение ăсатма йышăнчĕ. «Савва» тытăмĕнчи «Волгастройдевелопмент» ООО ертÿçи пулнăскер айăпĕпе «Финн айлăмĕнче» хваттерлĕ пулма ĕмĕтленнĕ çынсем хывнă 106 млн тенкĕпе тĕллевсĕр усă курнă. Маларах асăннă ушкăнах кĕнĕ «Сарет» директорĕ Владимир Скворцов суд тенкелĕ çине ларчĕ. Тата - асăннă «Волгастройдевелопментах» ертсе пынă Адиб Миндубаев. Унтан - Юрий Николаев, «Волгастройгрупп» тата «Сарет» фирмăсене ертсе пынăскер. Пурте колони-поселенире кирпĕч шутларĕç.

Вĕсемсĕр пуçне «Атăл тăрăхĕнчи хула тăвакан компани» АУОн экс-гендиректорĕ Владимир Филатов та условнăй майпа ирĕклĕхсĕр юлчĕ. 72 çултискер, республикăн строительство министрĕ пулнăскер, ун чух Çĕнĕ хула строительствишĕн яваплă компание ертсе пынă. Çурт-йĕр тумалли обязательствăсене пурнăçламанни акционер обществине, патшалăха тата çурт-йĕр тумалли нацпроектпа килĕшÿллĕн кредит панă ВТБ банка пысăк сиен кÿнĕ - 131 млн тенкĕлĕх. Уголовлă ĕçсем татах та пулчĕç: «Волгостроймонтаж» директорĕ пулнă Дмитрий Посохин, Индустрипе строительство комбинатне ертсе пынă Максим Филиппский тĕлĕшпе.

Пĕлекенсем каланă тăрăх - асăннă ертÿçĕсенчен хăшĕ-пĕри пысăк укçапа ыр курайман та: çапла, пуçлăх пуканне йышăннă, анчах миллионсене çÿлерех ларакансем айккине кăларнă - кусене тивĕçлĕ хутсене алă пустарнă çеç. Ахальтен мар ĕнтĕ Дмитрий Романцов тĕлĕшпе Интерпол шырав пуçарни пирки хыпар пулнăччĕ - вăл ют çĕр-шыва тухса тарнă-мĕн. Компани президенчĕ Никита Колесников пирки те ЧР ШĔМĕ ултавшăн уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Юлашкин шăпипе журналистсем республика полицийĕн ертÿçисем ирттерекен кашни пресс-конференцирех кăсăкланаççĕ - пăнчă лартнă тенине илтмен-ха.

Апла-и, капла-и - кăтартăвĕ куç кĕрет: укçа та çук, хваттерсем те. «Савва» çăрса хăварнине республикăн паянхи влаçĕсен «тăрăлтарма», йĕркене кĕртме, вĕçне çитерме тивет. Паян Чăваш Ен Стройминĕ улталаннă пайçăсен çивĕч ыйтăвне татса пама шанчăклă организацисене явăçтарать. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче «Финн айлăмĕ» микрорайонта икĕ объект хута янă - Чернышевский урамĕнчи 6 тата 6/1 объектсене. Унта улталаннă 22 çемье хваттер илнĕ. «Атăлçи платинумĕнче» 117 çын улталаннă. Элькер урамĕнчи çуртсене туса пĕтерессине муниципалитетăн «Хулан капиталлă строительство управленийĕ» предприятийĕ хăйĕн çине илнĕ. Эппин, объекта вĕçлес шанăç пур.

Çĕнĕ хула та чĕрĕлчĕ темелле. Хамăрăн строительство компанийĕсем унта кăçалах 16,4 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртни çинчен эпир иртнĕ номерсенчен пĕринче çырнăччĕ. Шупашкар кÿлмекĕн çыранĕ çинчи «Савва» ултавĕн палăкĕ пек ларса юлнă, тискеррĕн курăнакан «Сувар-Отель» тĕлĕшпе те шанăç кÿрекен хыпарсем пур: тĕп хула администрацийĕ «Одис-отель» тата «Одис-куçми пурлăх» фирмăсене çитес çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен хăна çурчĕн комплексне тума строительство ирĕкĕ панă.

Яваплăх тенĕрен - айăплисенчен чылайăшĕ суд умне тăнă пулин те республикăн паянхи ертÿçисем хайхи «çÿллĕрех пукансене» йышăннисене каçарасси иккĕленÿллĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлусенчен пĕринче çаплах каланăччĕ: «Республика экономикинчен пĕр миллиард тенкĕ кăна кăларман, Чăваш Енре пурăнакансем сиен тÿснĕ. Кун пирки уççăн каламалла. Вăхăт çитĕ - должноçри çынсем пурте явап тытĕç». Çав вăхăт çитрĕ-ши? Арбитраж судĕнче пысăк хаклăх тавăçа тишкерни çакна çирĕплетет ахăр.

 

К.АНТОНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.