«Çамрăксен хаçачĕ» 12 (6258) № 28.03.2019
«Шупашкартах çăмăллантăм. Диагноза пĕлтерсен тухтăрсем ачана хăварма сĕнчĕç. «Сире вăл мĕн тума кирлĕ? Сыввине те çуратма ĕлкĕретĕр», — терĕç. Медицина ĕçченĕсем мана систермесĕрех упăшкана чĕннĕ. «Ачăр нихăçан та ура çине тăраймĕ, «атте», «анне» тееймĕ, сире палламĕ, ăсĕ енчен хавшак пулĕ, куршак çине те ларма вĕренеймĕ», — çапла каласа хăратнă. Вĕсен витĕмĕнчен тухаймарăмăр, Софйăна хăвартăмăр. Ăна «Малютка» ача çуртне леçрĕç», — пĕлтерчĕ Анна. («Ачасем пурнăç çине урăхла пăхма вĕрентнĕ». Ольга КАЛИТОВА)
* Китай хĕрĕ икерчĕ пĕçерме вĕреннĕ
* Хĕл варринче Мускавран пĕр сумка хăяр йăтса килнĕ
* Япăх аса илÿсене ĕç çеç сирме пулăшать