Комментари хушас

23 Пуш, 2019

ЧНК Президиумĕн ларăвĕ иртрĕ

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕнче ĕнер пăхса тухнă ыйтусенчен ытларахăшĕ ЧНК 17-мĕш Мăн Канашне тата Пĕтĕм чăвашсен 20-мĕш "Кĕмĕл сасă" эстрада фестивальне ирттерессипе çыхăннă.

Мăн Канаша пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче пуçтарма палăртрĕç. "Кĕмĕл сасă" фестиваль Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ. Унта республикăри юрăçсемсĕр пуçне тулайри йăхташсем те тупăшĕç.

Лару ĕçне ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ А. Федорова та хутшăнчĕ. Вăл РФ тата ЧР пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентес саккун мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: