Комментари хушас

21 Пуш, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 11 (6257) № 21.03.2019

«Клавдия Яковлевна 30 çула яхăн троллейбуспа халăха турттарнă. Юлашки çулсенче вăл 3-мĕш троллейбуспа çÿренĕ. 2007 çулта вăл рейса тухма чарăннă. Сывлăш пÿлĕннипе аптăранăран тăван ялне пурăнма таврăннă. Тухтăрсем ăна сăнасах тăнă. Клавдия Яковлевнăн ÿпкине шыв пухăннă, ăна кашни çул кăларма тивнĕ. Сывлав органĕн пĕр «миххи» пачах ĕçлемен. 2016 çулта хĕрарăмăн сывлăхĕ вăйлах хавшанă. Юнлă хăсма тытăннă, вилес патнех çитнĕ. Тухтăрсем ăна çăлса хăварайнă. Çакăн хыççăн Клавдия Яковлевна сывалнă. Ÿпкери суранĕсем те пирченĕ. Шыв та текех пухăнман. Организм хăйне хăй çĕнелнĕ тейĕн. Ăна сыватакан медицина ĕçченĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. «Сывлăш пÿлĕннипе чыхăнса вилесрен питĕ хăраттăмăр. Инкекĕ вара кĕтмен çĕртен çитрĕ», — терĕ Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Пайкилт ялĕнче пурăннă Клавдия Яковлевнăн кĕçĕн ывăлĕ Максим» («Йывăр чиртен çăлăннă, йытăсенчен хăтăлайман». Ольга КАЛИТОВА).

* Выльăх усрас - вите кивĕ, мачча юсас - хăма çук

«Панă сăмаха тытаймасран хăратăп»

«Вĕрен, ывăлăм! Аçу вĕренчĕ те çын пулчĕ»

«Пĕр тăванăмсен хытăлăхĕ килсĕр-çуртсăр хăварчĕ»

* Эпир ÿснине анне сиссе юлаймарĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.