Тантăш № 11 (4629) 21.03.2019
«Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕн тытăмĕнче — 10 лагерь. «Солнечный», «Звездный», «Стремительный», «Штормовой» — çулталăк тăршшĕпех ĕçлеççĕ, «Дозорный», «Комсомольский», «Олимпийский», «Юнармеец», «Олимпийская деревня», «Солнышко» — çуллахи тапхăрта кăна. Шупашкарти 19-мĕш шкулта 9-мĕш класра ăс пухакан Диана Павлова «Комсомольский» ятлинче 5 хутчен пулса курнă.
Мĕнле лекнĕ-ши вăл унта? Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче Профессиональные старты» проект пирки каласан çывăх çыннисем 4-мĕш класра ăс пухаканскере унта хутшăнма сĕннĕ. Ку программăна чи маттуррисене, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăракансене явăçтараççĕ. <...>
— Яланах малалла талпăнмалла, хăвна шанмалла, нихăçан та каялла чакмалла мар. Ун пек чухне веçех пурнăçлама пулать. Пĕтĕмпех — пирĕн алăра, — хăюллă сăмахсемпе калаçăва вĕçлерĕ Диана» («Вожатăй пуласси — юнра». Вера ШУМИЛОВА).
* Ачасем - хитре кĕнекешĕн тата фантастикăшăн
* Мультфильм кĕввисене тишкерчĕç