Комментари хушас

20 Пуш, 2019

Хресчен сасси 10 (2749) № 20.03.2019

«И.Я.Яковлев хатĕрленĕ «Букварь» ялта никамăн та çукчĕ, пирĕн çеç. Атте илсе панăччĕ ăна, — малалла тăсăлчĕ Чăваш пукане театрĕнче ĕçленĕ Зоя Никоноровăпа сăмах çиппи. — 8-10-мĕш классенче вĕреннĕшĕн çулталăкра 300 тенкĕ укçа тÿлемеллеччĕ. Пĕррехинче, шкултан таврăннă май, йĕрсе пыратăп. Мĕншĕн тесен малалла вĕренме укçа çук. Ман хыçра — алгебра, геометри вĕрентекенĕ Ева Федотовна. «Мĕншĕн йĕретĕн?» — ыйтрĕ хайхискер мана хăваласа çитнĕ май. Эпĕ ăна вĕренме пăрахассине, укçа çуккине каларăм. «Ан пăрах. Мĕн чухлĕ кирлĕ? Хам паратăп», — терĕ вăл. Укçине те пачĕ, те памарĕ — халĕ астумастăп. Эпĕ вĕренме пăрахмарăм, Ассакасси шкулĕ хыççăн Калининăри вăтам шкула ялтан пĕччен çÿреме пуçларăм» («Осипов ресторана илсе кайрĕ». Валентина ПЕТРОВА)

* Çĕр тухтăрĕ

* Хире мĕн акатпăр?

* Алăкран шаккать çураки

* Чăваш хутлăхĕн тĕпчевçи

 * Специалист хуравлать: ĕне çиллин шыççи хăй тĕллĕн иртмест 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.