Комментари хушас

19 Пуш, 2019

Парăмсем уголовлă ĕçсем çуратма пултараççĕ

Коррупципе мĕнлерех кĕрешнине республикăн çак ĕçе йĕркелекен комиссийĕн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкерчĕç. 

ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев та, Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин та республика шайĕнчи тĕрĕслев ведомствисем коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас енĕпе пуçаруллă пулманнине палăртрĕç. Çавна май прокуратура представителĕ муниципалитетсенчи ĕç-пуçа тĕрĕслес тĕлĕшпе Тĕрĕслевпе шут палатин полномочийĕсене анлăлатма та сĕнчĕ.

Уйрăм ыйту — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципалитетсен пурлăхне арендăна панăшăн илмелли тÿлев парăмĕсене чакарас енĕпе мĕнле ĕçлени. Темиçе район администрацийĕн пуçлăхĕсене итлерĕç. Хăшĕсен парăм чакма мар, ÿссе пырать. Михаил Игнатьев кашнинех яваплăх пирки асăрхаттарчĕ. Парăмсем чакманни çав районсемпе хуласен сити-менеджерĕсем тĕлĕшпе «шанăçа çухатнине» çирĕплетекен йышăнусем тумалли сăлтав пулса тăрасси те часах. Александр Николаев вице-премьер вара уйрăм тĕлĕхсемпе çыхăннă материалсене право хуралĕн органĕсене парас кăмăлне те пытармарĕ. Çавна май парăм ыйтăвĕ уголовлă ĕçсем çуратма та пултарать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.