«Яланах пĕр тĕллевпе пурăнатăп...»
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ятлă-сумлă, пултаруллă ăсчахсемпе пуян. ХХ ĕмĕрĕн хастар ăрăвне пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларас ĕçре çĕр-çĕр профессорпа доцент. Вĕсенчен пĕри - фиологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Иванович Мефодьев доцент.
Пулас ученăй 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Малтан - тăван ялти 7 çул вĕренмелли, кайран Шăнкăртамри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1961-1967 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухнă. Вĕрентекен дипломне алла илнĕ. 1972-1975 çулсенче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспиранчĕ пулнă.
А.И.Мефодьевăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăван ялĕнчи хуçалăх эртелĕнче вăй хунинчен пуçланнă. Пĕр хушă ялти библиотекăна ертсе пынă. 1957-1960 çулсенче çара кайнă. Таврăнсан икĕ çула яхăн Йĕпреç районĕнчи «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» хаçат редакцийĕнче тата парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Патăрьел районĕн «Авангард» хаçат редакцийĕнче те хăйĕн пултарулăхне туптанă. КПСС Чăваш обкомĕн культура пайĕн инструкторĕнче - 13 çул, 1985-1992 çулсенче «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ. 1992 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш литература кафедринче, студентсене «Тăван сăмахлăх», «Чăваш литературин историйĕ» предметсене вĕрентет. 1998-2004 çулсенче педагогика университечĕн çĕнĕрен уçăлнă чăваш филологи факультечĕн деканĕ. Çав вăхăтра Александр Иванович чăваш литературипе кăсăкланакан пултаруллă ĕç ушкăнне йĕркелерĕ. Факультетра çĕнĕ специальноçсемпе кафедрăсем уçăлчĕç. Ăслăлăх кадрĕсем хатĕрлес енĕпе те факультет малтисен йышĕнче пулчĕ.
А.И.Мефодьев паллă ăсчах çеç мар, пултаруллă çыравçă, куçаруçă, йĕркелÿçĕ те. Литература ĕçне 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннăскер чăваш вулаканĕсене илемлĕ нумай сăвă, очерк, калав, поэма парнелерĕ. Вăл теçетке ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе поэмисенче тăван ял, çамрăклăх, салтак пурнăçĕ, çут çанталăк, туслăхпа ачалăх темисем малти вырăнта. Вăл - поэт-юрăçă та. Унăн сăввисем тăрăх Н.Эриванов, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, Н.Тимофеев, В.Романов, Н.Заводскова, В.Адюков, Е.Кузьмина, И.Медведев, И.Степанов композиторсем 40 ытла юрă çырнă.
Хăй наукăн чăн-чăн ĕçченĕ пулнине Мефодьев чăвашсен паллă çыравçин Алексей Талвирăн пултарулăхне тĕпчесе çирĕплетсе пачĕ. Чăваш литература критикинчи тепĕр паллă йĕр - ача-пăча литературине тĕпчесе çырнă ăслăлăх ĕçĕсем. Паянхи çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса çырнă «Чăваш ача-пăча литератури: 20-30-мĕш çулсем» тишкерĕвĕ 2010 çулта студентсемпе вĕрентекенсем патне çитрĕ. 2011 çулта ХХ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенчи ача-пăча хайлавĕсен хăйне евĕрлĕхне тĕпчесе хак пачĕ. Асăннă ĕçĕсем чăваш литература критикинче чăннипех те паха пулнине Ю.М.Артемьев, П.Н.Метин тата В.П.Никитин ăсчахсем палăртрĕç. Чăваш литературин ăслăлăхне Александр Иванович 200 яхăн тĕпчев ĕçĕпе пуянлатрĕ.
Александр Мефодьев - пултаруллă тавра пĕлÿçĕ. Вăл тата унăн ĕçтешĕсем çине тăнипе 2006 тата 2010 çулсенче икĕ томран тăракан «Патăрьел энциклопедийĕ» кун çути курчĕ.
«Деревенская история», «Влюблен по собственному желанию», «Любовь и голуби» тата ытти /пурĕ 20 яхăн/ кинофильм Мефодьев тăрăшнипе чăвашла янăранă. Пур ĕçе те юратса, чунран, тĕплĕн пурнăçлать. Педуниверситетри ветерансен канашне нумай çул ертсе пычĕ. Студентсен «Хунав» литпĕрлешĕвĕн пултаруллă ертÿçи те вăлах.
Ăсчахăмăрăн чăваш литературипе ăслăлăхĕнчи çитĕнĕвне тăван халăх пысăка хурса хакланă. Вăл - РФ Писательсен тата журналистсен союзĕсен членĕ.
«Пурнăçра яланах пĕр тĕллевпе, пĕр ĕмĕтпе пурăнтăм. Хама çуратнă халăхăма мĕн чухлĕ те пулин ырă тăвас, унăн чĕлхипе сăмахлăхне, йăли-йĕркине малалла кайма май парас, мухтавлă И.Я.Яковлев пуçарнă «чăваш ĕçне» çĕнĕ пахалăхлă пусăма çĕклеме пулăшас тесе тăрăшрăм», - тенĕ Александр Иванович пĕр аса илĕвĕнче. Тăван халăхăмăрăн пуласлăхĕшĕн малалла та пархатарлă ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал пултăр, юратнă вĕрентекенĕмĕр. Ĕмĕтĕр çитсе, тĕллевĕрсем пурнăçлансах пыччăр.
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Александр Иванович Мефодьев доцент çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа «Ача-пăча литературин паянхи тĕп ыйтăвĕсем» ятпа республикăри наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта ача-пăча литературин ăна вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.
Николай ОСИПОВ,
И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш литература кафедрин доценчĕ