Комментари хушас

18 Пуш, 2019

Канашри сбор пункчĕ çĕнелĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Крым Раççей тытăмне таврăннăранпа пилĕк çул çитнĕ ятпа саламланинчен пуçларĕ. «Раççей халăхĕ пĕтĕм тĕнче умĕнче хăйĕн пĕрлĕхне çирĕплетрĕ», — терĕ Михаил Васильевич çак пулăм çынсен патриотизм туйăмне вăй панине палăртса.

Иртнĕ эрнере Оборона министерствин представителĕсемпе курнăçни çинчен пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев Канашри сбор пунктне юсамашкăн укçа уйăрас ыйтăва тинех татса пани пирки каларĕ. Малтан 49 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, халь вара çак виçене те пысăклатнă — 82,6 миллион тенкĕ. Сбор пункчĕ юхăнса кайнине çирĕплетнĕ май регион ертÿçи унта пĕтĕмпех тĕплĕ юсаса çĕнетессине палăртрĕ, çак ĕçсене кăçалах вĕçлемелле.

www.hypar.ru