Комментари хушас

11 Пуш, 2019

Педагог шалăвĕ — Президент указĕпе килĕшÿллĕ

Патшалăх Канашĕн иртнĕ эрнери сессийĕнче хăш-пĕр депутат педагогика ĕçченĕсен шалăвĕ пĕчĕкки пирки сăмах пуçарнă май паян вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов журналистсемпе ятарласа курнăçрĕ, ыйтăва уçăмлатрĕ.

— Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн педагогика ĕçченĕсен шалăвне уйăхри ĕçшĕн тÿлекен вăтам виçерен кая мар тумалла, — терĕ Сергей Владимирович. — 2018 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республика шкул вĕрентĕвĕн ĕçченĕсем тĕлĕшпе те, шкулчченхи вĕрентÿ системинче вăй хуракансем тĕлĕшпе те тÿлевсен мĕн пур индикативлă кăтартăвне пурнăçланă.

Чăваш Енре шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕнче пĕтĕмпе 11 пине яхăн çын ĕçлет, вĕсенчен 9,5 пинĕшĕ — учительсем. Пĕтĕмĕшле илсен уйрăм ĕçченĕн ĕç укçи вăтам виçерен пĕчĕкрех те, пысăкрах та пулма пултарать. Ку унăн ĕç стажĕнчен, компенсаци тÿлевĕсенчен, ĕç тухăçлăхĕнчен килет. Çыннăн ĕçре çитĕнÿсем пулсан — шалу та пысăкрах.

Чăваш Енре çамрăк педагогсене хавхалантармалли йĕрке пур. Паллах, вĕсен ĕç укçи республикăри вăтам виçерен пĕчĕкрех. Çавăнпа шкула килнĕ хыççăн малтанхи виçĕ çулта 0,5% коэффициенпа хушма тÿлев параççĕ. Ĕнерхи студент аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ пулсан çав коэффициент та пысăкрах — 0,75-пе танлашать. Унсăр пуçне çулталăк иртсен çамрăк педагогăн хăйĕн шалăвĕ çумне 10 окладпа танлашакан тÿлев илмелли ирĕк пур.

Çакна та каламалла: юлашки çулсенче республикăра ачасене тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнма ăнăçлă хатĕрлекен педагогсене хавхалантармалли лайăх йĕрке вăй илчĕ. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем 250-шар тата 150-шар пин тенкĕ тÿлев илеççĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе, ытти чĕлхепе йĕркелекен олимпиадăсен çĕнтерÿçисене хатĕрленисене те 150-шар пин тенкĕ парса хавхалантаратпăр. Педагогсене пулăшмалли йăлана кĕнĕ ытти мел те пур. Ман шутпа, çакă та Чăваш Енри вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма пулăшать.

Статистика çапларах: 20 çулпа танлашкан е унтан та пысăкрах стажлă педагогсем вĕсен квалификаци категорийĕ, тава тивĕçлĕ ĕçсем, хисеплĕ ятсем пулсан уйăхра 30 пин тенке яхăн ĕçлесе илеççĕ. Шкула килекен çамрăк педагогăн шалăвĕ 15-16 пин тенкĕ патнелле — ĕç нумаййине, класс ертсе пынине, ытти ĕçе кура. Унсăр пуçне тата 30% — хавхалантару тÿлевĕсем.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: