Комментари хушас

Ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕн социаллă хушма тÿлевĕн виçине палăртасси — шăпах çак ыйтăва пăхса тухрĕç паян Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 29-мĕш сессийĕнче.

Ăна уçнă май Альбина Егорова спикер пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин Канашĕ федерацин «Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен» саккунĕн 12.1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» /ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕн социаллă хушма тÿлевĕн виçине палăртассин пайĕнче/ саккунĕн проектне пăхса тухнине пĕлтерчĕ. Ку проекта Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсенчен пĕрне пурнăçа кĕртес тесе хатĕрленине каларĕ. Çĕршыв ертÿçи Çырура пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах илекен çынсен пенсийĕсене индексацилемелли йĕркене çĕнĕрен пăхса тухма сĕннĕ. Çак саккун проектне сÿтсе явмашкăн регионсенчи парламентсене тата ĕç тăвакан влаç органĕсене ярса панă.

Сессире асăннă проектпа Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов паллаштарчĕ.

Депутатсем çакăн пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕ федерацин «Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен» саккунĕн 12.1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕн /ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕн социаллă хушма тÿлевĕн виçине палăртассин пайĕнче/ проектне ырлани пирки постановлени йышăнчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Исключить из Яндекс-Новостей: