Комментари хушас

7 Пуш, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 9 (6255) № 07.03.2019

«Ял ура тапса аталаннă вăхăтра шкула хупнине усал ĕç вырăнне йышăнатпăр. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра, 1946 çулта, шкула çĕклеме тытăннă. Пĕренесене Шăмăршă вăрманĕнчен лашасемпе, вăкăрсемпе турттарнă. Виçĕ çулта икĕ хутлă çурт хăпартнă. Хальхи пурнăç ĕлĕкхинчен чылай çăмăлрах, çĕнĕ шкулсем тумашкăн майĕсем те пур-çке», — теççĕ Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял çыннисем. Вĕсене темиçе çул шкул ыйтăвĕ канăç памасть.
Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕ ачисене хăш шкула çавăтса каяссине татăклăн пĕлмест. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кăрлачăн 21-мĕшĕнче йышăну кăларнă, унта территорисене шкулсем çумне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Ахпÿртсен 4 çухрăмра вырнаçнă кÿршĕ ялти, Кивĕ Ахпÿртри шкула, каймаллине палăртнă. Мĕне пĕлтерет ку? Шкул хупăнасса-и? ("Килĕ-çурчĕ кермен пек, шкулĕ вара?.." Алина ИЗМАН)

* "Корреспондент килсе кайнă хыççăн клуб 3 кун ĕçлерĕ"

* Пĕр кунта икĕ уяв паллă тăваççĕ

* Музыкантовăна машина парнеленĕ, Григорьевăн ывăлĕ каратере çитĕнÿ тăвать

* Купăста пуçтармалли комбайн хута ярасшăн

* Вĕсем çавăтăнса утнине ватăсем киленсе пăхнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.