Комментари хушас

«КамАЗ» чăвашсемсӗр çӗкленмен

«КамАЗ» чăвашсемсӗр çӗкленмен тесе хыпарлать Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕ.

Март уйăхӗн 2-мӗшӗнче Çырчалли чăвашӗсем хулари «Çăлкуç» Туслăх çуртӗнче Чăваш культура кунне ирттернӗ. Мероприятие вӗсем ӗç профессийӗсен çулталăкне тата «КамАЗ» предприятин 50 çулхи юбилейне халалланă.

Автохулари «Чӗкеç» чăваш халăх ансамбльне çӳрекен аслă çулти чăвашсенчен нумайăшӗ шăпах предприятире пӗрремӗш кунранах ӗçленӗ темелле. Çавăнпах ӗнтӗ йӗркелӳçӗсем ку темăпа ятарласа пролог хатӗрленӗ те. Театрализациленӗ представленире çамрăксем пысăк стройкăна комсомол путевкипе мӗнле килнине кăтартнă вӗсем, каярах «КамАЗ» ӗçченӗсене хăйсене сăмах панă. «Телеертӳçӗ» (роле концерта ертсе пынă Вероника Шокилбаева калăпланă) тӗрлӗ ыйту парса çав самантсене тавăрнă. «КамАЗ» ветеранӗсенчен кашни предприятипе çыхăннă асаилӗвӗсене каласа панă. Чăваш Енрен килнӗ вӗрентӳ ветеранӗн З. Хамитован, тӗслӗхрен, хайхи комсомол путевки те сыхланса юлнă иккен. Çемье архивӗнчи документа вăл куракансене хаваспах кăтартнă. «Чӗкеç» ансамбле çӳрекен Н.Никитин патне çитсен вара Çырчалли чăвашӗсен мăнаçлăхӗ, «Камаз-мастер» штурманӗ Дмитрий Никитин çинчен ниепле те ыйтмасăр пултарайман. «Камаз-мастерти» Дмитрий Никитин сирӗн тăванăр мар-и, хушаматăрсем пӗрпек те»,  – чăн-чăн репортер пекех ыйтнă «телеертӳçӗ». «Ара çав, ывăл вăл ман», –  пӗр савăнса, пӗр мăнаçланса хуравланă Çырчалли чăвашӗ. Çаврăнăçуллă «телеертӳçӗ» вара сцена çинчисене кăна мар, залра ларакансене те иртнине аса илме хистенӗ. Артистсем хывăнса урăх тум тăхăннă вăхăтра зал тăрăх çӳресе çынсене калаçтарнă. «Куççуль тухмалла пулса тухрӗ пролог»,– каласа парать «Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова кун пирки.

Ун сăмахӗсемпе, концерта «Юрăра пирӗн пӗрлӗх» ят пани те ахальтен мар, çапла майпа вӗсем аслипе çамрăк ăрусем, хулан иртнипе хальхи пурнăçӗ уйрăлми пулнине кăтартас тенӗ. «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тата ун çумӗнчи «Путене» ачасен ушкăнӗ питӗ илемлӗ концерт кăтартнă çав кун.

Программăра тӗрлӗ юрă янăранă, çав шутра халăх юррисем те, вырăнти юрăç-композитор В.Фомин хайланисем те. Кулăшла сценкăсемсӗр те иртмен концерт.

Мероприяти пуçланас умӗн  çырчаллисем халăх культурипе паллаштаракан курав та йӗркелеме ӳркенмен. Февраль уйăхӗнче Тăван чӗлхе кунне халалласа ачасен хушшинче ирттернӗ сăвă вулакансен конкурсне сцена çинче пӗтӗмлетни пӗчӗкçӗ чăвашсене çав тери хавхалантарни каламасăрах паллă. «Çӗнтерӳçӗсене  Дипломпа, ытти ачасене тата çамрăксене Тав çырăвӗпе» чысларăмăр», – терӗ Е.Кондюкова.

Чăваш культурин кунне халалланă концерта «Чӗкеçпе» «Путене» ансамбльсем сцена çинче «Кил пурнар-и?» тăванлăх юррипе вӗçлесе малашне те çапла пӗрле, туслă пурăнассине систернӗ (Е. Кондюкова сăнӳкерчӗкӗ).

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.