Хресчен сасси 7 (2746) № 27.02.2019
"Лаптăкран монолит — шăннă тăпрана калчапа пĕрле 30х30 см пысăкăш — касса илетпĕр. Юр тарăнăшне, калча хунав янă тĕлти температурăна виçетпĕр. Монолита 2 градус ăшăра икĕ кун ирĕлтеретпĕр. Ун хыççăн икĕ эрне çутă, 20-25 градус ăшă çĕрте тытатпăр. Çак тапхăрта калча вăй илсе симĕсленет е пĕтнĕ пулсан — тухмасть", — ăнлантарчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Алексеев (Калча хĕл мĕнле каçать-ши? Лариса НИКИТИНА).
* Анфиса Смеловăна халăх кăмăлланă
* Пăру пăхнă пулин те хушма тÿлеве тивĕçеймен