Комментари хушас

РФ Президенчĕн наци проекчĕсене палăртакан указне пурнăçлассипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 47 проекта тÿрре кăлармалла — вĕрентĕве аталантарассинчен пуçласа предприятисенчи ĕç тухăçлăхне ÿстересси таран. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн черетлĕ ларăвĕнче çакăн пирки аса илтернĕ май Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин умри тĕллевсем пысăккине кура пурин те çанă тавăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Ларура темиçе проект паспорчĕсене çирĕплетрĕç, яваплă министрсем уйрăм проектсене мĕнле пурнăçлани пирки отчет турĕç. Çав шутра — агропромышленноç комплексне пырса тивекеннисем те.

«Экологи» нацпроектăн регион шайĕнчи проекчĕ шыв объекчĕсене упраса хăварассине тĕпе хурать. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов Сăр юхан шывĕ тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Вăл ăшăхланса пырать, çавна май Улатăр тата Çĕмĕрле хулисене ĕçмели шывпа тивĕçтересси чăрмавлă пулса тăрасси те часах. Çак ĕçсем валли нацпроектпа килĕшÿллĕн 42 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. 

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси — пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, патшалăх енчен предпринимательлĕхе пулăшасси вăй илни куçкĕрет, çав вăхăтрах пĕчĕк тата вăтам бизнесра ĕçлекен çынсен шучĕ кăшт чакни сисĕнет — çак сферăра паян Чăваш Енре пурăнакан 31,3 пин çын ĕçлет.

Уйрăм ыйту — экспорта аталантарасси. Светлана Ананьева 2021 çул тĕлнех хăйсен подукцине чикĕ леш енне ăсатакансен шутне 30% ÿстермелли план палăртнине çирĕплетрĕ — вĕсен йышне 338-а çитермелле. 

Ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн вара АПКри экспорт ÿсĕмĕ тĕлĕшпе шанăç аплах çирĕп мар. Тивĕçлĕ нацпроектри тĕллевсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн экспорт калăпăшне 2024 çул тĕлне 46 миллион доллара çитермелле — питĕ пысăк кăтарту. Хальлĕхе экспорт кăтартăвне пысăк предприятисем тивĕçтереççĕ. «Акконд» тÿпи — 70%. Продукци ăсатмалли çĕнĕ рыноксене уçмалла: сĕт юр-варĕ, кайăк-кĕшĕк ашĕ, сăра…. Министр хăйĕн шанăçне Китайпа тата та тачăрах ĕçлессипе çыхăнтарать. Кунти предприятисене илес тĕк — алкоголь пподукцийĕ туса кăларакансене те çак ĕçе явăçтарсан аван пулмалла. Пушкăртсем, сăмахран, хăйсен эрехне ют çĕршывсене ăсатаççĕ — эпир мĕнрен кая?

Çапах экспорт калăпăшне асăннă шая çитермешкĕн пирĕн чĕр тавар çителĕксĕррине Сергей Геннадьевич та пытармарĕ.

Чĕр тавар тенĕрен, Иван Моторин килти хушма хуçалăхсенче туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ пĕчĕкленнин сăлтавĕсемпе кăсăкланчĕ. Чăнах та, йышăнчĕ Сергей Артамонов, çуллен 1,5-3% чакса пырать. Калăпăр, сĕтĕн 70% паян уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем панине шута илсен — пăшăрхантаракан туртăм. Çапах ку — обьективлă пулăм, кирек мĕнле пулсан та малашлăх — пысăк хуçалăхсенче. 

Тепĕр тесен, миистр юлашки çулсенче ялта ку енĕпе те курăмлă улшăнусем пулнине çирĕплетрĕ. 2018 çулта Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче вăтам шалу виçи 21,5 пин тенке çитнĕ-мĕн. Çакă республикăри пĕтĕмĕшле кăтартуран пĕчĕкрех. Анчах ÿсĕм хăвăртлăхĕ хайхи вăтам шайран пысăкрах пулни шанăç кÿрет.

www.hypar.ru

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: