Комментари хушас

Массăллă сценăсене 50-шар çын хутшăнать

Театр тĕнчине кĕрсе курман пулсан Шупка пулатчĕ пулĕ пурнăç ман. Асамлă уçлăха çĕклентĕм ăнсăртран, Анас килмест пачах та халь унтан…

Çак йĕркесене шăрçалаканĕ — Георгий Павлов ветврач, ултă ача ашшĕ. Вăл Элĕкри халăх театрĕ сцена çине кăларнă паллă сăнарсене — Сетнер /«Нарспи»/, Сентиер /«Айтар»/, Иван /«Кай, кай Ивана»/ тата ытти роле — калăпланă. Çапла, культура е медицина ĕçченĕ, выльăх пăхакан е кил хуçи, пенсионер е водитель — кирек кама та хăйĕн авăрне çавăрса кĕртет театр.
Элĕкри халăх театрĕн ĕçĕ- хĕлĕпе паллашар-и? Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен варринче районта чи малтан йĕркеленнĕ драма кружокне Василий Волков ертсе пынă. Вăхăт шунă, сцена ĕçне кăмăллакансем çĕнĕ спектакльсемпе май çитнĕ таран савăнтарнă, куракан умне «Айтар», «Нарспи» спектакльсемпе тухнă. 1960 çулта вырăнти клуб директорне республикăри колхоз театрĕн актерне Дмитрий Илларионова лартсан драма коллективĕ кунран-кун вăй илнĕ. Дмитрий Илларионович чĕрĕк ĕмĕр режиссерта вăй хунă. 1966-1967 çулсенче Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана» пьесине лартма хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах пысăк тепĕр пьесăна — Аркадий Ĕçхĕлĕн «Виçĕ туйне» — Зинаида Козлова, паян пурте лайăх пĕлекен «Уяв» ансамбль ертÿçи, кăларнă. Спектакле хаклама Шупашкартан комисси килнĕ, драма коллективне «халăх театрĕ» ят пама тăратнă. Элĕксем çак сума 1968 çулта тивĕçнĕ, паянхи кунчченех ăна çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.
Халăх театрĕн пĕрремĕш утăмĕсем историе çармăс драматургĕн Арсий Волковăн «Туй икерчи» ĕçĕпе çырăнса юлнă. Спектакль халăх умне 20 хутчен тухнă. Тепĕр икĕ çултан халăх театрĕ украин çыравçин Иван Стаднюкăн «Хăрушă тĕлпулу» детективне куракан патне çитернĕ. Кăткăс сюжетлă драма Элĕк районĕн халăхне кăна мар, ытти тăрăхра пурăнакансене те кăсăклантарнă. Ун хыççăн Тиххăн Петĕрккин «Çĕрлехи çиçĕм», Александр Кăлканăн «Маргарита тавăрать», Герасим Харлампьевăн «Пурнăç илемĕ», Геннадий Терентьевăн «Элпуçĕнчи Нарспи», Хай Вахитовăн «Малтанхи юрату», Николай Терентьевăн «Мĕн-ши вăл телей?», «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем», Георгий Красновăн «Хăмла» тата ытти авторăн пьесисем ял çыннисене тыткăнланă.

Турă панă пултарулăх

1984-2007 çулсенче Элĕкри халăх театрне Лидия Филиппова ертсе пынă. Ун умĕн 10 çул районти культура çуртĕнче автоклуб заведующийĕнче, унтан методистра вăй хунă.
«Эпĕ культурăпа мар, ял хуçалăх енĕпе пĕлÿ илнĕ, зоотехника вĕренсе тухнă. Анчах профессипе пĕр кун та ĕçлемен. Хуняма мана çăкăр заводне ĕçлеме ярасшăнччĕ. «Унта кашни кун икшер çăкăр параççĕ», — тетчĕ. Манăн вара, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спектакльсене, концертсене хутшăннăскерĕн, чун-чĕре культурăпа çыхăнтаракан çулах суй-ларĕ», — каласа кăтартрĕ Лидия Васильевна
Чăн та, вăл ятарлă пĕлÿ пулман пулин те коллектива сыхласа хăварма çеç мар, тата пысăкрах шая çĕклеме вăй çитернĕ. Турă панă пултарулăхпа туллин усă курса, тăван халăхăн историйĕпе литературине тĕпчесе, çын психологине чунпа туйса пурнăçласа пынă хăйĕн ĕçне. Вăл тĕрлĕ халăх литературипе кăсăкланнă, çавна май театрта ытти халăх драматургĕсен хайлавĕсене сцена çине кăларасси çирĕп йăлара пулнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.