Комментари хушас

17 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен - Раççейре 3-мĕш

Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕ регионри уçă кăтартусен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче вара 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Интернет-ресурс Раççей саккунĕсене, экспертсен тата унпа усă куракансен ыйтăвĕсене 92,6% тивĕçтерет.

Рейтинг лидерĕ - Тула облаçĕ /100%/. Иккĕмĕш вырăнта - Волгоград облаçĕ /96,2%/. Информаци ирĕклĕхĕн фончĕн аудичĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах. Уçă кăтартусен порталĕсене «Уçă правительство» пулăшнипе 2014 çулхи ака-çу уйăхĕсенче тĕрĕсленĕ. Регионсене 74 параметрпа хакланă, вĕсенчен ытларахăшĕ уçă кăтартусен пуххисене вырнаçтарма кирлĕ самантсемпе тата ыйтнине пурнăçа кĕртнин пахалăхĕпе çыхăннă.

Чăваш Ен çĕр-шыври уçă кăтартусен пĕтĕм пуххине пичетленĕ 6 регион йышне кĕнĕ, çавăн пекех - кирлĕ пĕтĕм тема тăрăх кăтартусем вырнаçтарнă 4 регион шутне. Унсăр пуçне Чăваш Ен порталĕ пуххисене миçе хут «уçласа илнине» пăхма май панă, хире-хирĕçле çыхăну йĕркеленĕ, файлсен тĕрĕс адресĕсене тата ыттине кăтартнă ресурссен йышне те /ун пекки нумаях мар/ лекнĕ.

Паянхи кун Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕнче кăтартусен 116 пуххипе паллашма пулать. Ку вăл - республика пурнăçĕн тĕрлĕ сфери пирки калакан информаци: сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, экономика, ЖКХ, ĕç, экологи т.ыт.те /пĕтĕмпе 17 категори/. Тĕслĕхрен, ЧР Вĕренÿ министерстви ача сачĕсемпе шкулсем, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви больницăсемпе аптекăсем, ЧР Культура министерстви театрсемпе музейсем çинчен кăтартусем вырнаçтарнă.

Ресурса Чăваш Енĕн Геопорталĕпе çыхăнтарнă. Çапла вара унпа усă куракан пĕр-пĕр учреждени адресне, телефон номерĕпе ĕç режимне пĕлме çеç мар, вăл ăçта вырнаçнине карттă çинче пăхма та пултарать.

Аса илтеретпĕр: уçă кăтартусемпе /вĕсене патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тăратаççĕ/ кирек кам та усă курма пултарать, çав шутра коммерци тата урăх тĕллевсемпе те, ЭВМ программисем хатĕрлемешкĕн т.ыт.те. Чăваш Енре «Уçă кăтартусем» портала тăвас ĕçе РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Патшалăх управленийĕн тытăмне лайăхлатмалли тĕп çул-йĕр çинчен» 601 /-лĕ указне пурнăçлас тесе пуçăннă. Портал 2013 çул вĕçĕнче хута кайнă. Шăпах çак вăхăт тĕлне Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем асăннă ресурс уйрăмĕсене тултарас-пуянлатас ĕçе вĕçленĕ. Унтанпа Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталне 27,5 пин хут кĕрсе пăхнă, кăтартусен пуххисене 559 хут «уçласа илнĕ».

Ирина НИКОЛАЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.