Комментари хушас

Вăрçă… Вăл пĕчĕк те, пысăк та, пĕлтерĕшлĕ те, пĕлтерĕшсĕр те, кирлĕ те, кирлĕ мар та пулмасть. Вăрçă вăл — вăрçă. Ывăл-хĕрне — ашшĕ-амăшĕнчен, мăшăрне — тĕреврен, савнине юратнă çыннинчен уйăракан усал.
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа нумай та, сахал та мар — шăпах 30 çул çитрĕ. Интернационалист-салтаксене асăнса республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан центра Афганистанра пулнă салтаксене, унтан таврăнайманнисен амăшĕсене, çамрăк ăрăва тĕл пулăва йыхравларĕç.

Афган вăрçи Чăваш Ене те куççульлентермесĕр хăварман. 4,5 пин çамрăкăн хĕсмет тивĕçне шăпах унта пурнăçлама тивнĕ. Шел, 114-шне таврăнма пÿрмен. Тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă. Ывăлĕсене салтака ăсатса Афган çĕрĕнчен цинк тупăкра кĕтсе илнисем Çĕнĕ Шупашкарта кăна — вун пиллĕкĕн. Вĕсен йышĕнче — Лидия Захарова та. Хĕрарăмпа шăпах тĕл пулура курса калаçрăмăр.

Пиччĕшĕн çулĕпе

— Пăрачкав районĕнчи Кудеихăра пурăнаттăмăр. 1977 çулта Çĕнĕ Шупашкара куçрăмăр. Вуннăмĕш класран кунта вĕренсе тухсан 1978 çулта Валера Сызраньти авиаци училищине вĕренме кĕчĕ. Мĕн ачаран вĕçме ĕмĕтленетчĕ. Ашшĕпе иккĕшĕ самолет сассине илтсен апат çинĕ çĕртенех урама сиксе тухатчĕç. 1982 çулта ăна хĕсмете Байкал тăрăхне ăсатрĕç. Тата кăштахран Торжока вĕренме куçарчĕç. Хăйне Афганистана ярасса ун чухнех пĕлнĕ ĕнтĕ — пире кăна нимĕн те каламан, — ассăн сывларĕ амăшĕ. Миçе çул кăкăрта тăракан чăмакка ирĕксĕрех хашлаттарать, куçран куççулĕ кăларать.
1983 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Валерий Захаров Афганистан чикки урлă вĕçсе каçнă. Эрнерен вара унăн ывăл çуралнă. Ара, авланнă-çке вăл. Байкал тăрăхне те мăшăрĕпех куçнă. Хăйпе пĕр ятлă ывăлне Валерăна пач курман мар-ха ашшĕ. 1984 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче килне килме май тупăннă.
— Нарăсăн 14-мĕшĕнче аэропортран ăсатрăмăр ăна. Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче тин пĕлтерчĕç ывăл вилнине, 12-мĕшĕнче илсе çитерчĕç. Ашшĕне пытарнă чухне мăнукăм 10 уйăхраччĕ, — чун- чĕре ыратăвĕ витĕр палăрчĕ Лидия Яковлевна сăмахĕнче. — Каласа кăтартма çук çак çухату хакне. Ас тăвăм пурăнать. Вăхăт сиплет теççĕ. Çук, апла мар, ку суран пирчемест. Пĕррехинче манран йăпатмăш вырăнĕнче мĕн пулаять тесе ыйтнăччĕ. Нимĕн те. Шала каять çак ырату. Паянхи пек мероприятисенче пĕтĕмпех çиеле тухать вара… Ун хыççăн уйăх тăна кĕме тивет.
Икĕ ывăл çитĕннĕ Захаровсен. Аслине пытарнă чухне кĕçĕнни вунă çула кайнă. 11 класс хыççăн, 1991 çулта, вăл та Сызраньти авиаци училищине çул тытнă. Çук, урăхла çул суйлама пултарайман вăл. Пиччĕшĕ пекех вĕçме лартнă тĕллев çирĕп пулнă. 1995 çулта Виталие Çурçĕр Кавказри çар округне яраççĕ. Эх, мăнтарăн амăшĕн чĕри… Мĕнле-ха капла!? Епле чăтмалла? Пĕри Афган витĕр тухайман. Чечняра мĕн кĕтĕ теприне?..
— Ывăл командировкăра чухне чĕтрене ереттĕмĕр. Уйăх çурă кашни ир чи малтан хыпарсемпе паллашма радио яраттăмăр. Килте чухне лăпкăрахчĕ-ха, анчах каллех кайма вăхăт çитетчĕ. Кĕçĕннине те Паттăрлăх орденĕпе наградăларĕç. Телее, чĕрĕ- сывă вăл, 2006 çултанпа — отстав-кăри офицер.
Валерий Захаров лейтенант 280 хутчен вĕçеве тухнă. Кабул, Кандагар, Панджшер провинцийĕсенчи операцисене хутшăннă. Унăн вертолетне 1984 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче разведкăна вĕçсе тухсан персе антарнă. Ентешĕмĕре паттăрлăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вил тăприйĕ — Çĕнĕ Шупашкарти интернационалист-салтаксен аллейинче.

Тăватă уйăхран...

Аэлита Николаевна та ывăлне Сергей Александровича çак паркрах пытарнă. Кондратьевсен çемйинче виçĕ ача çуралса ÿснĕ. Сергей – асли. Шкултан вĕренсе тухсан 15-мĕш училищĕне çул тытнă вăл. 1984 çулхи ака уйăхĕнче вун саккăрти каччăн салтака кайма ят тухнă.
— Тăватă уйăхран килсе те пачĕç, — тет амăшĕ. Çак сăмахсен хыçĕнче мĕн пысăкăш хуйхă пыта-рăннине каласа кăтартма та çук. — Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă вăл. Çурлан 30-мĕшĕнче вилчĕ.
Çуралнă тата вилнĕ кунсем пĕр вăхăта килекен çынсем сăваплă ĕçпе палăрнине ĕненсе палăртрĕ- ши çакна амăшĕ — пĕлеймерĕм. Анчах паттăр ахаль пуç хуманни паллă — аманнă тусне пулăшнă чухне пырса çапнă ăна тăшман пульли.
— Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче пытартăмăр ывăла. Ай, ытла та лайăх пулчĕ кунĕ… Пĕтĕм хула пуçтарăннăччĕ Сергее юлашки çула ăсатма. Çĕрле илсе çитерчĕç тупăка. Пĕтĕм подћезд ура çине тăчĕ ăна кĕтсе илнĕ май. Кĕçĕннисем хĕрсем пирĕн. Ывăл хыççăнхи питĕ пăшăрханчĕ. Чирлесе те ÿкрĕ. Халĕ те кулянать. Пĕрле ÿснĕ-ха та вĕсем… Çемьепе пĕрле пулни, пĕр-пĕринпе калаçни пулăшать ахăр кунашкал хуйха чăтса ирттерме, — урăх нимех те калаймарĕ çÿçĕ шуралма тытăннă амăшĕ. — Аса илес те килмест…
Паттăрлăх çăлтăрне тивĕçнĕ салтак Сывлăш-десант 103-мĕш дивизийĕнче тăнă. Вардак провинцийĕнчи операцисене хутшăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.