Комментари хушас

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулара «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕ» предприятин генеральнăй директорĕпе Андрей Романченкăпа тĕл пулса округра телекурава цифра çине куçарассине сÿтсе явнă.
Чăваш Енре аналог телекуравне ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче чараççĕ. Пирĕн республикăра цифра эфирĕн 42 объектне туса лартнă. Çавăнпах ялсенче абонент тÿлевĕсĕр 20 канал пăхма май пулĕ.
Цифра çине куçассине тивĕçлĕ шайра йĕркелес тата сахал тупăшлă çемьесене çĕнĕлĕхпе усă курма май туса парас тĕллевпе ЧР Информполитика министерстви «çул-йĕр картти», ЧР Министрсен Кабинечĕ ятарлă йышăну хатĕрленĕ. Ĕçе пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 9805,3 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав укçа-тенкĕн пысăк пайĕпе цифра телекуравĕпе çыхăнмалли оборудовани туянакансен тăкакĕсене саплаштарĕç. Хальлĕхе патшалăхăн çак пулăшăвĕпе тивĕçтерме сахал тупăшлă 5452 çынна шута илнĕ.
Цифрăллă эфир телехыпарлавĕ çине куçассипе çыхăннă ĕçе волонтерсем те хутшăнаççĕ. «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» /РТРС/ предприятин филиалĕн «Чăваш Республикинчи РТПЦăн» специалисчĕсем халăха ăнлантаракан тата цифра сигналне йышăнмалли оборудование вырнаçтарма пулăшакан граждансене ятарласа вĕрентеççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем тата тĕрлĕ професси çыннисем — студентсем, педагогсем, почтальонсем, социаллă ĕçченсем — волонтерсен йышне кĕме пултараççĕ. Вĕсем пулăшу кĕтекенсем патне çитĕç. Цифрăллă приставкăсене телевизорпа çыхăнтарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухакансемпе чи малтан çыхăнĕç.
Чăваш Республикинчи пĕтĕм районта вĕренÿ занятийĕсен графикне çирĕплетнĕ. Çак ĕç нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче пуçланса пуш уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăсăлĕ.

www.hypar.ru

Мария РОМАНСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.