«Ача чухне атте килĕнче Çитĕнетпĕр çемье хÿттинче…»
Римма Ильинична ПЕТРОВА Шупашкар районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ишекри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçнă.
1970 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкар районĕнчи Мăналти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Сăввиюррисене тивĕçлĕ канăва тухсан çырма пуçланă.
— Римма Ильинична, сăвă-юрăсене тивĕçлĕ канăва тухсан çырма пуçланă тетĕр. Унччен пушă вăхăт сахалрах пулнăран-ши ку?
— Çапларах пулать пулĕ. Пирĕн вăхăтри учительсен умĕнче /литература, чĕлхе, математика вĕрентекенсен уйрăмах/ купи-купипе тетрадь выртатчĕ вĕт. Класĕсем темиçе, кашнинче 25-30 ача. Уроксем хыççăн – хор кружокĕсен, драма кружокĕсен занятийĕсем. Шкулта кăна мар, клубра та юрланă, спектакльсем лартнă учительсем. Вăл вăхăтра кашни шкулта, клубра хор кружокĕсем ĕçленĕ, смотр-конкурссем кашни çул иртетчĕç. Учительсем вара чи хастаррисем пулнă. Клубран килсен ырана валли 5-6 урок планĕ çырмалла, 50-60 тетрадь тĕрĕслемелле. Сочиненисем тĕрĕсленĕ чух çур çĕр иртичченех ларма тиветчĕ. Ывăннă çыннăн пуçĕнче сăвă çуралаймасть пуль тетĕп.
— Мĕншĕн ытларах юрăсем хайламалли сăвăсем шăрçаланаççĕ-ши сирĕн?
— Ку вăл мĕн пĕчĕкрен юрăсем итлеме юратнăран ĕнтĕ. Киле хăнасем пуçтарăннă вăхăтра чăлантан çитĕннĕ çынсен хушшине тухма вăтанса лармалла пулнă вăл вăхăтри ачасен. Юрланине итлесе лараттăм. Тепĕр кунне хам та çавсене ĕнĕрлесе çÿреттĕм вара…
— Пĕрремĕш юрра хăçан çырнине астăватăр-и?
— Хамăн тантăшăм 50 çул тултарнă тĕле çырнă пек туйăнать /20 çул каялла!/ Кĕввине те хамах тупнăччĕ. Музыка учителĕ юбилейра юрласа пама пулăшрĕ. Пурнăçра Яков Архипович Остеровпа пĕр шкулта ĕçлеме тÿр килнĕшĕн паян кун Турра тав тăватăп. Малалла вулас...