Пурăнать хастар чăваш
Унпа паллашнăранпа 30 ытла çул та иртрĕ ĕнтĕ. Астăватăп-ха, 1988 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Авăркас район центрĕнчи Толбазăри дубляжпа тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцийĕнче «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн анлă ларăвĕ иртнĕччĕ. Унăн ĕçне литпĕрлешÿ хастарĕсемпе пĕрле Шупашкартан килсе çитнĕ Виталий Енĕш, Атнер Хусанкайпа Федор Мадуров та хутшăннăччĕ.
Хамăрăн шуратăлçăсенчен ытларахăшне паллаттăмччĕ-ха. Пĕр 40 çул енне çывхарнă арçынна кăна, хут купăс тытнăскере, курма тивменччĕ. Паллашрăмăр. Çĕнĕ пĕлĕш Учалă хулинче пурăнать иккен. Василий Антонов ятлă. Чăвашла, вырăсла та сăвă-калав хайлать. Пушă вăхăтра хуткупăс алла тытать.
В.С.Антонов /сăн ÿкерчĕкре/ Пушкăртстанри Мияки районне кĕрекен Çĕнĕ Хурамал ятлă ялта 1949 çулхи кăрлачăн /январь/ 24-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче тĕнчене килнĕ. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри педучилищĕре пĕлÿ пухнă. Унтан Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Учалăри шкулсенчен пĕринче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хулари «Серп и молот» хаçатра корреспондент пулса ĕçленĕ. Шалти ĕçсен министерствин Учалăри пайĕнче те, хĕç-пăшаллă хуралта та тăрăшма тивнĕ унăн…
Çак тĕлпулу хыççăн пирĕн хушăра çыхăну татăлман темелле. Василий Сергеевич республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç енче вырнаçнă Учалăра пурăнатчĕ пулсан та çул инçине пăхмасăр пирĕн литпĕрлешÿ ирттерекен мероприятисене çитме мехел çитеретчĕ. Хам енчен ăна эп темиçе хутчен те Ĕпхÿ е Çтерлĕенне куçма сĕннĕччĕ. Малалла вулас...
Микул ИШИМБАЙ, Пушкăртстанри «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленийĕн председателĕ.