Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Чăн-чăн ăссăрлăх, е Çеçке çурман чечек…

Çеçкелен, чечекĕм, çеçкелен,

Сан çине пăхса ман чунăм савăнтăр!..

Эпĕ хамăн юпах çулĕсенчех чăваш писателĕсен тĕрлĕрен пухăвне хутшăнаттăм. Сумлă çыравçăсем хушшинче чи çамрăккиччĕ. Пичетленнĕ хайлавсене, пичетленмен ал çырусене пăхса тухатчĕç, литература пахалăхĕ çинчен калаçатчĕç. Аслă шкул профессорĕсем /И.Д.Кузнецов, С.П.Горский, В.Д.Димитриев/ пухăнатчĕç унта. Чĕлхен кăткăс ыйтăвĕсене сÿтсе яватчĕç. Хăш-пĕр писателе уçăмлăнах хĕрÿллĕн критиклетчĕç. Талвир — Уяра, Хусанкай — Сениэле, Шавли — Г.Ефимова, Дедушкин — Айхие т.ыт.те. Чи сумлă çыравçăна та тиркемесĕр хăвармастчĕç.

— «Ылтăн» сăмаха эпир малтан икĕ «т»па çыраттăмăр — «ылттăн». Таçтан Чулкаç нашествийĕ килсе кĕчĕ те — çак йĕркене вирелле ÿпĕнтерсе ячĕ. Халĕ пĕр «т»па çыртараççĕ. «Ылттăн кĕркунне» юрра пĕр «т» саспаллине сиктерсе хăварсан пачах юрлама майĕ çук, — аллине силлесе калать Леонид Агаков.

— Çапла. «Ылтăн» сăмаха пĕр «т» саспаллипе çырмалла, — ним чĕнмесĕр итлесе ларнă хыççăн пуçне лăпкăн сĕлтсе хăйĕннех перет Чулкаç. Хăй пĕчĕкскер çеç, ури пукан çинчен урайне перĕнмест. Çапах та вăлах çĕнтерчĕ…

Юлашки вăхăтра чăваш сăмахĕсене мĕнле çырасси пирки пичет ĕçĕнче ĕçлекенсем хушшинче пысăк кăмăлсăрлăх вăйланса кайрĕ. Çыравçăсемпе учительсене килĕшмен сăлтавсем чăннипех те нумай. Ăна йышлăлантаракансем ку хирĕçлĕхе сăмах мĕнле пулса кайнине шута илмесĕр хăйсене вырăнлă пек туйăнакан йĕркесемпе тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Наука çыннисен, паллах, мĕн те пулин çĕннине, халиччен никам каламаннине каламалла. Унсăрăн «доктор» титулне памаççĕ. Çĕннине калама вара киввине пăсмал- ла, сивлемелле. Иван Яковлевич йĕркеленĕ сăмахсене тÿрлетмесен хăв унран ăслăрах пулнине ĕнентерейместĕн. Вăт тертленеççĕ хайхи мĕскĕн тăрăшакансем. Пĕр япалана пĕлтерекен сăмахсене çурмаран касаççĕ, хăй тĕллĕн уйрăм калама юраман татăксене уйăраççĕ, сăмах хушшинчи чипер саспаллинех кăларса пăрахаççĕ. «Арçури» балладăна тем майлă та калаççĕ. Пĕри: «Ку баллада мар», — тесе наука ĕçĕ çырать. Тепри вăл çырнине мухтаса тепĕр наука ĕçĕ çырать. Çав мухтакана мухтаканни те тата «сумлăрах» ĕç тăвать. Куншăн пурпĕрех ним те улшăнмасть. Хĕвел ансан Хĕветĕр /хăрăк турата мĕнле тупать вăл тĕттĕмре? Эпир ăна пĕлместпĕр/ çав-çавах тухса каять вăрмана хăрăк турат пуçтарма. Пурте апла та, капла та тĕрĕс пек. Çаврăнать те çаврăнать вара ученăй ячĕсен каруселĕ.

Вĕсем çирĕплетсе калани хăйсемшĕн чи тĕрĕсси пулнăн туйăнать. Туйăнмасăр. Ăна вĕсем сăмахри сасăсен пĕр евĕрлĕхĕпе çыхăнтараççĕ-çке-ха. Анчах сăмахсем пуçланса кайнийĕн йĕркийĕ чăн та пачах урăхла. Шыв пуçланнă çырма хĕррипе çынсем çуртсем лартма тытăннă. Часах çĕнĕ ял йĕркеленнĕ. Мĕнле ят памалла? «Шупуç!» — тенĕ пĕрремĕш калакан. Нимĕнле сингармонизма та пĕлмен вăл. Çĕнĕ сăмах пулса тăнă вара. Хальхи ăсчахсем кăкăра çапса каланине тĕпе хурсан ăна «Шупуç» мар, «Шу пуç» тесе çырмалла, «хĕрачана» — «хĕр ача», «ăмăрткайăка» — «ăмăрт кайăк».

Çĕнĕ тĕпчевçĕсем сăмаха унăн чи пуçламăшĕнчи тĕп тытăмне пĕлмесĕр ăна пĕлĕтрен йăтăнса аннă хатĕр продукт вырăнне хурса ăнлантарма пикенеççĕ. Анчах сăмах пĕртте хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ хатĕр продукт мар! Вырăссем орфографи тĕлĕшпе çав тери тирпейлĕ. Вĕсем икĕ сăмаха пĕрлештерсе питĕ килĕшÿллĕ çепĕç сăмахсем йĕркелесе çырулăха калаçу чĕлхипе тачă çыхăнтарнă: водопад, сновидение, буревестник... Пирĕн çĕнĕ чĕлхеçĕсем пĕр сăмахран икĕ сăмах туса чипер сăмахсенех çырура илемсĕрлетсе, ăнланма йывăрлатса ячĕç: «çутçанталăк» — çепĕç сăмах, «çут çанталăк» — пăтравлă. «Çут» сăмаха хăй тĕллĕн уйăрса калас пулсан — сăмахăн пĕлтерĕшĕ улшăнать. Ют чĕлхеллĕ çын ăна уйăрса вулать вĕт-ха.

Сăмахсен тĕп пĕлтерĕшне пăсни пичет ĕçĕнче ĕçлекенсене тата учительсене питĕ вĕчĕрхентерет. Эпĕ «хĕрача» сăмаха уйăрса çырнăшăн кăвакарса кайичченех тавлашма хатĕр. Чăн-чăн ăссăрлăх ку! Çакна И.Яковлев питĕ лайăх пĕлнĕ. Нимĕнле справочнике пăхмасăр ăслăн-тăнлăн шухăшлар-ха: уйрăм çырнă сăмаха уçăмлăн уйăрса каламалла. Кашни сăмахăн хăйĕн тĕп пĕлтерĕшĕ пур: ăмăрт кайăк. Вĕсене кăштах чарăнса тăрса вуламалла. Ку вăл çирĕп саккун. «Хĕрача» тесе пĕр сывлăмпа калатпăр, сыпăксене уйăрмастпăр. Калаçура эпир çĕнĕ чĕлхеçĕсем çирĕплетсе каланине пуçран тукмакпа çапсан та пурпĕрех ним вырăнне те хумастпăр. Вĕсем çырнă тăрăх «хĕр» тенĕ хыççăн такăнса кайран тин «ача» темелле пулсан пĕр чарăнса тăмасăрах «хĕрача» тетпĕр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.