Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Чăваш Ен тата Пушкăртстан чăвашĕсен туслăхĕ, ĕçтешлĕхĕ тата та çирĕпленĕ

Паян Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата «Чăваш хĕрарăмĕ», вĕренÿ комитечĕсен пайташĕсем Пушкăрт Республикинчен килнĕ делегаципе тĕл пулчĕç.

Йăхташăмăрсем Чăваш Ене нарăсăн 13-мĕшĕнче килсе çитнĕ. Пушкăрт Республикинчи чăвашсен наци культура пĕрлĕхĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Федор Кузьмин ертсе пыракан ушкăна Пушкăртсантри чăвашсен наци культура пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, предпринимательсем кĕнĕ. Пирĕн тăрăха вĕсене пысăк тĕллевсем, çак шутра Пушкăртсанра чăваш чĕлхине вĕрентессин пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухасси, чăваш культурине, йăли-йĕркине аталантарас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăласси, Чăваш тата Пушкăрт республикисен экономикăпа суту-илÿ хутшăнăвĕсене çирĕплетесси, Шупашкарти музейсемпе театрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси — илсе çитернĕ.

Чăваш наци конгресĕнче иртнĕ тĕлпулура комитетсен ертÿçисем Юлия Мареева тата Геронтий Никифоров кулленхи ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕç, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Делегаци ертÿçин заместителĕ Людмила Мурманская Пушкăрт Республикинче тата Ĕпхÿ хулинче Чăваш хĕрарăмĕсен канашĕсене йĕркелени, çак пĕрлĕхсем малашне Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕпе тачă çыхăнса ĕçлес тĕллевлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. «Йăх-несĕлĕмĕрсен тăван çĕрне, шурă Шупашкара, анлă Атăл патне кирек хăçан та эпир çунатланса, хавасланса килетпĕр. Кунтан вăй-хал пухса каятпăр», — терĕ Людмила Ивановна.

www.hypar.ru

 

Рубрика: