Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Типĕтнĕ сĕтрен-и?

Эпĕ ыйтăва «Хыпар» урлă ертÿçĕсем патне çитересшĕн. Хаçатра сĕт хакĕ çинчен час-часах çыратăр, анчах пахалăхне лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлени сисĕнмест. Мĕншĕн апла калатăп-ха?
Эпир çамрăк мар пулин те ĕне усратпăр, сĕт сутса республика производствине тÿпе хыватпăр. Манăн çемье икĕ ĕне тытать, автомашина продукци илме килсен 20-25 литр парса яратпăр. Çав вăхăтрах ялти «маттурсем» пĕр ĕнерен 40-шер килограмм сутаяççĕ. Ĕненетĕр-и? Вĕсенчен çур литр тултарса пама ыйтсан: «Хамăрăн та сахал, çемье валли кăна», — теççĕ. Сутма вара нумай! «Сĕтне» çĕр каçарсан та витрине хăйма лармасть, тин сунă ăшă сĕт пек кăпăклă, пĕрре те сивĕнмест.
Беларуçран илсе килнĕ типĕтнĕ сĕте шĕветсе сутаççĕ лавккасенче. Халĕ пирĕн ялтан та çавăн пеккине парса яраççĕ. Уншăн та, чĕрĕ сĕтшĕн те пĕр пек тÿлеççĕ. Усламçăсем шĕветнĕ сĕте палăртсан темшĕн куç хупаççĕ. Вĕсене никам та тĕрĕслемест-ши?
Шĕвеккине йăтса тухакан хăйне ăслă, чĕрĕ сĕте шыв ямасăр сутакана катăк тет пулĕ.
Хăш-пĕр пуçлăхăн тем тума та юрать-тĕр. Яла килсе сĕт пахалăхне тĕрĕслессине малтанах пĕлсе тăраççĕ, телефонпа шăнкăравласа систерсенех цистерна патне утакансем сĕт витрипе вăрт! çаврăнса киле таврăнаççĕ.
Паян пĕр михĕ типĕтнĕ сĕт 1500 тенкĕ çеç тăрать теççĕ. Унран килте «сĕт» мĕн чухлĕ тухнине çын умĕнче шутлама та именмеççĕ. Сĕт сутакансемпе унăн пахалăхне тĕрĕслекенсем «пĕр урапа çинче» мар-ши? Ултава пĕлсе тăрсан та чĕнместпĕр: пÿрте кĕрсе хĕнеме пултараççĕ.
Ку çырăва пичетлеместĕр пулĕ. Чунри ыратăва пĕлтерес терĕм.

Ольга ПЕТРОВА (ят-шыва улăштарнă).
Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал ялĕ.

«ХЫПАРА» ХУРАВЛАÇÇĔ

Пахалăха уйăхсерен тĕпчеççĕ

Кивĕ Чукал ялĕнче Ольга Петрова пурăнмасть. Станцин участокри специалисчĕсем кил хуçалăхĕсенчен сутакан сĕт пахалăхне «Апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн «Клевер» приборпа кашни уйăхра тĕрĕслеççĕ: çу тата белок процентне, СОМО, сĕтри шыв кăтартăвне палăртаççĕ, ĕнесем маститпа чирлемеççĕ-ши тесе анализ илеççĕ.
Районта пĕлтĕр систермесĕр аталанакан мастита тупса палăртас тĕллевпе ĕнесенчен 3593 тĕслĕх илнĕ, 9164-шне лабораторире тĕпченĕ тата 2306-шне тишкернĕ. Мĕн пур тĕслĕх ветеринари-санитари ыйтнине тивĕçтерет.

Юрий МАТВЕЕВ,
Шăмăршă районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ.

Тулли верси...

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.