«Кашнин кăмăл-туйăмĕ — куç умĕнче»
Надежда Краснова шкулсăр пурăнаймасть. Пĕлÿ çуртне кашни кун сукмак такăрлатни уншăн сывлăш евĕрех. Вĕренÿшĕнех унăн кăмăлĕ çĕкленет. Шкулти мероприятисене пула малалла утма вăй пухăнать.
«Асамат кĕперĕ»
«Шкул маншăн — киленĕç. Эп кунта савăнăçшăн çÿретĕп», — калаçăва шăпах çак сăмахсенчен пуçларĕ Надежда Краснова. Пике Вăрнар районĕнчи Вăрнарти 2-мĕш шкулта 9-мĕш класра ăс пухать.
Шкулта «Асамат кĕперĕ» волонтер юхăмĕ ĕçлет. Паллах, ку юхăмри хастарсем нумай çĕре ĕлкĕреççĕ. Надя вĕсен шутĕнчех. «Эпир — таса поселокшăн, сывă пурнăç йĕркишĕн. Кĕçĕн класра ăс пухакансемпе тăтăшах усăллă калаçу ирттеретпĕр. Кашни мероприятие тăрăшса хатĕрленетпĕр. Курма килекенсене кăсăклă пултăр тесе тăрăшатпăр. Акă нумаях пулмасть выпускниксемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Мана уявсем питĕ-питĕ килĕшеççĕ», — пĕлтерчĕ уçă чунлă чиперкке.
Шкулпа сывлать
Туслăха хаклама тата упрама пĕлет Надя. Юлташсемпе пĕрле ĕç тума хаваслă тесе шухăшлать.
Сакăр çул музыка шкулĕнче вĕреннĕ чиперук. «Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче выпускниксемпе тĕл пулу иртрĕ. Музыка шкулĕнче 4 тата 8 çул вĕренме май пур. Эпĕ мĕншĕн 8 çулне те вĕренес тенĕ- ха? Мĕншĕн тесен савăнăçлă самантсем ытларах пулаççĕ. Юлташсемпе тĕрлĕ конкурса çÿренине нихăçан та асран кăлараймăн. Çул çинче юрласа пыратăн, кулатăн, пĕр-пĕрне тĕрлĕ енчен куратăн. Вăйăсем вылятăн. Кашнин кăмăл-туйăмĕ — куç умĕнче. Мĕн тĕрлĕ конкурса çеç хутшăн-ман пулĕ паянхи кунччен. «Синички» ансамбльпе «Мехел» телекурав конкурсне те кайнăччĕ», — йăлтăртатакан куçпа аса илчĕ Надя асăнмалăх самантсене.
Тутлă торт пĕçерекен аниматор
Чиперук ылтăн алăллă. Кăмăлĕ пулсан пур япалана та вĕренме хатĕр вăл. Ташлама та ÿркенмест пике. Надя çĕлеме-çыхма та, вĕтĕ шăрçаран капăрлăхсем тума та, тутлă торт пĕçерме те ăста.
Калăпăр, пĕр-пĕр уяв çитет. Вăл интернетра çĕнĕ рецептсемпе паллашсах тăрать-ха. Анчах та вĕсене урăхлатма кăмăллать. Амăшĕн çуралнă кунне вара чи-чи тутлă торт хатĕрленĕ вăл. Чунпа пĕçернĕ «Чародейка». Надя çакăн пек ят панă ăна. Малалла вулас...
Тина АПРЕЛЬСКАЯ.