Комментари хушас

14 Нарăс, 2019

Пуканесенчен уйрăлнă чухне тунсăх пусать

Пукане театрне юмах курма килнĕ ачасемшĕн сцена çинче пулса иртни — чăн-чăн асамлăх. Паян эпир ăна хатĕрлекенсем патне Шупашкарти Пукане театрĕн чаршавĕ хыçне кĕрсе курăпăр. Бутафори цехĕнче ятарлă вырăнта пуканесем çакăнса тăратчĕç — вĕсене кунта юсама илсе килнĕ. Ку театрти «актерсем» питĕ кутăн: пĕрмай çĕтĕлеççĕ, çĕмĕрĕлеççĕ, хăйсене питĕ тимлĕ пăхнине юратаççĕ.

«Ашшĕне» паллами пулаççĕ

Пукане ăсталасси — кăткăс ĕç. Малтанах бутафорсем персонажăн эскизне илеççĕ, кайран гипсран кашни деталь валли форма хатĕрлеççĕ. Унтан çав формăпа папье-маше ăсталаççĕ. Детальсене çĕлеççĕ, якатаççĕ, тытăнтармалли ятарлă конструкци çине вырнаçтараççĕ. Пуканен аллипе янахĕ кăна мар, кĕлеткин ытти пайĕ те хускалмалла. Юлашкинчен художник унăн сăн-питне сăрласа илемлетет.
Хальхи вăхăтра пĕтĕм цех Грозный хулинче лартмалли «Муха-Цокотуха» юмах валли пуканесем ăсталассипе тимлет. Пурĕ 22 сăнар, вĕсем кашниех Евгений Тауркин конструктор художник алли витĕр тухаççĕ. Папье-машерен ăсталанă марионеткăсене Женя пралук çумне çирĕплететчĕ. Вăлах пуканесен алли-урине çăкаран касса кăларнă.
«Мастерскоя ирпе кĕретĕп те пуканесене сывлăх сунатăп, шÿтлетĕп. Ултă çула яхăн ĕçленĕ май çакна асăрхарăм: хăш-пĕр пукане «чĕрĕлет». Çапла пулса иртрĕ тĕк спектакле куракан аван йышăнать, вăл чылай çул сцена çинчен каймĕ. «Чĕрĕлмерĕ» тĕк юмаха темиçе хутчен лартаççĕ те кайран пуканесем склада кайса выртĕç», — сăнавĕпе паллаштарчĕ Евгений Николаевич. Пукане «чĕрĕлет» тени кăсăклантарсах ячĕ. Епле майпа? Художник ăс-тăнĕпе йăлтах чухлать: вĕсем хускалманнине, калаçайманнине пĕлет. Ăна сăмахпа каласа ăнлантарма çук иккен, йăлтах туйăм шайĕнче пулса иртет. Евгений çирĕплетсе калать: «чĕрĕлнĕ» кашни пуканен кăмăлĕ пур. Пĕр çулхине вăл Çĕмĕрлери вырсарни шкулĕ лартакан «Снежная королева» юмах валли пуканесем ăсталанă. Евгений Тауркин постановкăн художникĕ пулнă. Гердăна ăстаçă темшĕн килĕштермен. Пукане унпа «хирĕçнĕ». Кун пек чухне кĕлеткин хăш-пĕр пайĕ лайăх вылянмасть, сăнĕ те шухăшланă пек пулмасть, улăштарма тăрăшсан та путлĕ «пиçмест» иккен. Герда та çапла хăтланнă. Папье- машен пĕрремĕш сийне тунă чухне хĕрачан сăнĕ карчăкăнни пек пулса тăнă. Тути, пичĕ йăлтах Герда кă-мăлсăрланнине кăтартнă. Иккĕмĕш сий хыççăн пичĕ якалнă-ха, çапах та хăйĕн çилленчĕкне пукане тăтăшах палăртнă. Çĕмĕрлере Гердăна ăна вылякан хĕрачана панă. Çав самантрах пукане йăлт улшăннă, çак тĕлпулăва кăна кĕтнĕ тейĕн.
Женьăна Буратино ашшĕпе Карлопа танлаштарма пулать. Чунне парса ĕçленĕрен пуканесене хăнăхать, вĕсем «чĕрĕлсен» уйрăмах уншăн çывăх пулса тăраççĕ. Вăхăт çитсен чĕмсĕр «актерсем» ашшĕ патĕнчен каяççĕ, урăх хуçа тупаççĕ. Çĕмĕрĕлсен каллех унăн лаççине таврăнаççĕ. Анчах ăна паллами пулнă ĕнтĕ.
Евгений Николаевич техника енĕпе пĕлÿ илнĕ, профессипе вăл — инженер. Ачаранпа йывăç каскалама, ÿкерме, тĕрлĕ япала ăсталама юратнă. Чун мĕн патне туртăннă, çав енĕпе ĕçленĕ. Математикăна аван тĕшмĕртни темĕн тĕрлĕ кăткăс конструкци хатĕрлеме пулăшнă çеç. Женя унăн ăс- тăнĕ техника енĕпе ытларах ата-ланнине палăртрĕ. Çапах пултарулăх тĕлĕшĕнчен те ăна Турри кÿрентермен. Вăл тăтăшах ăсталăх класĕсем йĕркелет. Хăйĕн театр та пур унăн. Унта вăл хăй аллипе тунă пуканесемпе хăй шухăшласа кăларнă юмахсем лартать.

«Мартин каллех тем хăтланнă!»

Çавнашкал пĕр мероприятире ун патне çамрăках мар пĕр çын килнĕ. Вăл Пукане театрĕнче ĕçлекен конструктор художник пулнă. Женьăпа паллашса хăйĕн профессийĕ пирки каласа кăтартнă, ĕçлеме чĕннĕ. Кăштах шухăшласа çÿренĕ хыççăн Женьăн театра килсе пăхас шухăш çуралнă. Ăна ĕçе илнĕ. Малтанах вăл хăйне ĕçе çÿренĕ пек те туйман, чун киленĕçĕшĕн укçа тÿленине те ĕненес килмен унăн. «Çапах та 3 эрнере 22 пукане тума тивнĕ чухне заводри рабочирен кая мар ывăнатăп», — тет халĕ Евгений Николаевич.
Манпа калаçнă чухне те унăн аллинчен ĕç каймарĕ. Шăрчăк, Скрипач марионеткăсен пуçĕсене пралук çумне çирĕплетрĕ. Пуканесене актерсемпе канашласа ăсталать. Вĕсен сĕнĕвĕсене шута илет. «Канатоходкăна вылякан актриса килчĕ те атя кунта тепĕр çип каратпăр, вара вăл тепĕр тĕрлĕ хускану тăвĕ терĕ. Унччен актерсем пуканене туса пĕтерсен кăна унпа паллашатчĕç. Юрăхлă пулмасан çĕнĕрен улăштарма тиветчĕ. Халĕ ку йăла пăрахăçланчĕ. Актерсен аллисен виçине те пĕлсе çитрĕм», — палăртрĕ пуканесен «ашшĕ». Вăл юмаха театр балконĕнче ларса пăхма кăмăллать. Кунта пуканесем епле хускалнине сăнама меллĕрех ăна. Артистсен вăййи, сюжет кăсăклантарса ярсан вара пуçĕпех юмаха путать.
Хăйĕн «ачисемпе» уйрăлнă чухне ăна кăштах тунсăх пусать. Пуканене актер патĕнче те япăх марри пирки шухăшласан ку туйăм часах сирĕлет. Çавăн пекех костюмер та вĕсене сăнасах тăрать. Пукане ăстин çĕнĕ «ачасене» кун çути кăтартмалла, тунсăхлама вăхăт çук.
Пĕррехинче ăна сĕтел çинче вылямалли тăватă пукане ăсталама хушнă. Виççĕшне ырă теме çук: хыт
кукар, чапшăн çунакан сăнарсем. Пĕри вара — ырă. Евгений виçĕ пуканине чăн пурнăçра хăй питех килĕштермен çынсен сăнĕллĕ тунă, çав шутра пĕри — автопортрет. Ырă сăнара вара хитре пит парнеленĕ. /Вăл та чăн пурнăçранах/. Анчах илемлĕскер питĕ кутăн пулса тăнă. Сцена çинче пач ĕçлеме килĕшмен, темиçе хутчен те çĕмĕрĕлнĕ. Режиссер пĕрмай Евгений патне шăнкăравланă: пукане е аллине кирлĕ пек вылятмасть, е тата тем. Ăстаçă юсаса панă. Каллех шăнкăрав. Телефон экранĕ çинче режиссерăн номерĕ тухсанах Женя çав пуканене, Мартин ятлăскере, вăрçма тытăннă: «Каллех çав тем туса кăтартрĕ ĕнтĕ!» Усалтарах сăнарсенчен пĕрне ăсталанă чухне Евгений тÿрех килĕштермен. Анчах пуканепе ĕçлемешкĕн тĕлĕнмелле çăмăл пулнă, вăл пĕртте кутăнланман, 4 çулта пĕртте ванман. Пуканесен «ашшĕ» хитре сăнлине мар, ăна юратма тытăннă.

Штуклă япала çĕлеççĕ

Илемлĕ постановка участокне бутафори, конструктор, столяр, çутă, сасă, костюм цехĕсем кĕреççĕ. Ăна Валентина Родионова ертсе пырать. Столяр 1-мĕш хутра. Ун патĕнче яланах шавлă. Вăл пĕрмай шаккать, ăсталать, станоксем кĕрлеççĕ. Кама мĕн кирлĕ, йăлтах цех пуçлăхĕнчен ыйтаççĕ: тÿмерен пуçласа лампочка тара-нах тивĕçтермелле унăн. Çавăнпа Валентина пĕрмай япала туянма çÿрет. Акă манпа тĕл пуличчен кăна суту-илÿ çуртĕнчен таврăнчĕ. «Список çыр та туянса кил — ĕçĕ пĕтрĕ теме çук. Çĕленĕ май пĕрмаях е вăл кирлĕ, е ку. Эпĕ хам кунта килнĕренпе лартнă спектакльсене аса илес пулсан кашни валли миçе тÿме, папье-маше валли миçе кило çăнăх, мĕн чуль çилĕм… пĕтернине калама пултаратăп», — палăртрĕ Валентина.
Валентина Викторовна Мускавра çуралса ÿснĕ. Шупашкарти пукане театрĕнче унăн аппăшĕ, кунта качча килнĕскер, çĕвĕçре ĕçленĕ. Ун патне хăнана килсен 12-ре чухне Валя 1-мĕш хут пукане театрне килнĕ. Шкул хыççăн аппăшĕ патне куçса килнĕ. Театрта шăпах çĕвĕç вырăнĕ пушаннă. Ку профессипе Мускавра та ĕç тупма пултарнă-ха вăл, анчах аппăшне питĕ юратнăран ун çывăхнерех пулас килнĕ. Шупашкартах пулас мăшăрĕпе паллашнă, качча кайса икĕ ача çуратнă. Валентина хăй те пуканесене пайтах тумлантарнă, вĕсене валли костюм çĕленĕ.
Бутафори цехĕнче 3 художник, костюм çĕлекен 1 художник вăй хураççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.