Комментари хушас

Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче пурăнакан Верăпа Иван Охтеровсем пирки тĕслĕх çемье тесе каларĕç. Çамрăк мăшăр 5 ачана кун çути парнеленĕ.

Верăпа Иван пĕр ялтанах. Ачаранпах пĕр-пĕрне пĕлнĕ, ташă каçĕсенче те асăрхамасăр иртмен. Хĕрпе каччăлла 5 çул çÿренĕ вĕсем. Вера Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче инженер-механика вĕреннĕ вăхăтра пулас мăшăрĕ тăван ялтах пурăннă. Пикен шавлă хулара пĕр кун та тăрас килмен. «Хула тесенех чĕтрене ереттĕм», — аса илет вăл çав вăхăта. Тăван яла таврăнас куна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Диплом илнĕ хыççăн 2 уйăх Шупашкартах ĕçлесе пăхнă вăл. Килĕшмен, Чурпаях таврăннă. Куншăн пĕрре те ÿкĕнмест халĕ.
Тĕлĕнмелле те, Иванпа Вера шăп та лăп нарăсăн 14-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Вĕсем пĕрлешнĕренпе 10 çул çитнĕ. Туя халăх йăли-йĕркине пăхăнсах уявланă. Туй арăмĕсем юрласа-ташласа савăнтарнă. Виçĕ куна тăсăлнă уяв. Пĕрремĕш кунхине хĕре çураçнă, тепĕр кунхине çамрăксем мăшăрлану керменĕнче çырăннă, тăванĕсене кĕрекене пухнă. Виççĕмĕш кунхине хăнасем хĕрĕн тăван килне пынă. Çакна ку тăрăхра таврăну кунĕ теççĕ.
Çамрăк мăшăр Иванăн тĕп килĕнче кун кунлама тытăннă. Вера пĕр вăхăт — лавккара, кайран Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче, сĕт заводĕнче тăрăшнă. Часах декрет отпускне кайнă. 8 çул каялла вĕсен çемйинче Кира çуралнă. Халĕ вăл 2-мĕш класра вĕренет. Ун хыççăн кун çути курнă Александр чăн-чăн хÿтĕлевçĕ пулса çитĕнет. Ара, ун хыççăн çуралнисем пурте хĕрачасем. Садике çул такăрлатакан йĕкĕреш Таньăпа Катя 4 çулта кăна-ха. 10 уйăхри Елена хальлĕхе амăшĕпе килĕнче ларать. Амăшĕ Вера каланă тăрăх, ашшĕ енчи тăванĕсен йĕкĕреш пулнă. Çавăнпа çемьере тÿрех икĕ хĕр çуралнинчен тĕлĕнмен вĕсем. Верăн — тăватă пĕртăван, пурте хĕрсем. Мăшăрĕ Иван вара 7 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Амăшĕ Галина Николаевна 6 ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Çавăнпах-тăр Верăпа Иван та пысăк çемье çинчен ĕмĕтленнĕ. Сăмах май, хунямăшĕпе хуняшшĕн — 20 мăнук. Пурте пĕрле пуçтарăнсан пÿрт кĕрлесе тăрать-мĕн.
Вера алла диплом илсенех, 23-рех, качча тухнине тăванĕсем лăпкă йышăннă. Ара, унăн аппăшĕсем те çав вăхăтра çемьеленме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Верăн аппăшĕ Света та Охтерова хушаматпа çÿрет. Вăл Иванăн пиччĕшне Вовăна качча тухнă. Икĕ хĕр пĕр çемьене качча килни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Светланăпа Вова уйрăм пурăнаççĕ, хăйсем çурт çĕкленĕ, 4 ачана ура çине тăратаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.