Комментари хушас

12 Feb, 2019 | Спорт | çитĕнÿ

Чăваш Ен спортсменĕ Александр Васильев хĕллехи триатлонăн Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕнче «кĕмĕл» призер пулса тăнă. Вăл Италири Азиаго хулинче нарăсăн 10-мĕшĕнче вĕçленнĕ.

Шупашкарти А.И.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕн вĕренекенĕ 23 çулти çамрăксен йышĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ăмăрту 3 тапхăрпа иртнĕ: 8 километр — çуран чупса, 14 — велосипедпа, 12 — йĕлтĕрпе. Тĕнче чемпионатне 16 команда хутшăннă. Раççей чысне 27 спортсмен хÿтĕленĕ, вĕсен йышĕнчи виçĕ çамрăк — Чăваш Енрен.

 

Елена ЛУКИНА. cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: