Комментари хушас

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нарăсăн 3-21-мĕшĕсенче фестиваль иртет. Унăн программинче — чăваш авторĕсен чи лайăх классика произведенийĕсем.
Фестиваль уяв концерчĕпе уçăлчĕ. Çак каç чăваш музыка корифейĕсем — Аристарх Орлов-Шуçăм, Анисим Асламас, Геннадий Максимов — çырнă оперăри сыпăксем, çавăн пекех Филипп Лукин, Виктор Ходяшев, Григорий Хирбю, Герман Лебедев хывнă юрăсем янăрарĕç. Сцена çинче театр солисчĕсем, симфони оркестрĕ, Ольга Нестерова, Сергей Кисс, Леонид Привалов дирижерсем хуçаланчĕç.
Хăнасенчен Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистне Юрий Трепова асăнмалла. Пианист Владимир Качесовăн «Чăваш каприччине» каларĕ. Тутарстанран килсе çитнĕ Вера Кожеманова халăхра анлă сарăлнă «Çумăр çăвать» юрра джаз мелĕпе шăрантарчĕ. Оркестр куракансене симфони произведенийĕсемпе те савăнтарчĕ. Музыкантсем Анита Лоцевăн «Каçхи шурăмпуç çути» балетĕнчи кĕвве тата Антон Якшибаевăн «Наследие» документлă фильмĕ валли çырнă сюитăна каларĕç.
Нарăсăн 6-мĕшĕнче театр сцени çинче Григорий Хирбю кĕвĕленĕ «Нарспи» опера куракана тыткăнларĕ. Шăматкун вара классика ĕçĕсене юратакансене Федор Павловăн «Шыварманĕ» савăнтарчĕ.
Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.