Ял – пурнăç сыхлăхĕ
Кăçал пенсие тухрăм. Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн çурринче тата ун хыççăн çуралнисем, ял хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçленĕ. Хам ас тăвасса ултă çултах тырă вырма çÿренĕ, утă тавăрнă, çум çумланă, вăй çитнĕ таран ытти ĕçсене тунă. Пиллĕкмĕш класс пĕтерсен лаша пăхма тытăннă. Пирĕн тăрăхра çулла лашасене ачасене валеçсе паратчĕç. Кама - виççĕ, кама тăватă-пилĕк лаша лекетчĕ. Каçхине - выртмара, кăнтăрла - ытти ĕçре.
Вун икĕ-вун виçĕ çулта чухне кĕлете лашапа йĕтем çинчен тырă кĕртнĕ: кун каçипе 10-15 тонна. Михĕсене икшерĕн тиенĕ, пĕчченшерĕн пушатнă. Кăнтăрла йĕтем çинче тăрмашнă пулсан, каçсерен авăн çапнă.
Ял хуçалăхĕ техникăпа 80-мĕш çулсенче кăна пуянланнă. Уроксем хыççăн та канлĕх пулман ял ачин. Çĕр улми пуçтарнă, хăмла татнă, кăшман кăларнă. Тырă акнă вăхăтра механизаторсем ирхи 3-4 сехетре ĕçе тытăнатчĕç, сĕм тĕттĕм пулмасăр та уйран кĕмен. Эпĕ хам та чылай çул гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ.
Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленисенчен чылайăшĕ питĕ сахал пенси илет, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе майлă. Хĕрĕх çул ытла ĕçлесе те тава тивĕçлĕ ята тивĕçейместпĕр. Пуçлăхсемпе депутатсем хушшинче ял хуçалăхĕнче вăй хунă çынсем питĕ сахал е пачах çук пек те туйăнса каять хушăран. Ял çынни çĕр улмипе пахча çимĕçĕ çитĕнтерсе сахал укçапах пурăнма пултарать теççĕ пулĕ. Пурăнатпăр паллах, ăçта кайса кĕрен. Çамрăксем çакна кура ялта юлмаççĕ - çавă çеç. Ватлăхра чи пĕчĕк пенси илессишĕн камăн ялта нуша курса ĕçлес килтĕр?
Ватă çынна пăхнăшăн 1200 тенкĕ тÿлеççĕ. Çав тапхăрта ĕç кĕнекипе ытти ĕçе вырнаçма юрамасть. Анчах çав сахал укçапа мĕнле пурăнмалла-ха?
Шухăшласа кайсан шухăш пуссах антарать. Хисеплĕ ята тивĕçейменшĕн те, хулара ĕçлесе пурăнма пÿрменшĕн те хамăра айăплас вĕçне çитсе тухатăн. Ку вара тĕрĕс мар. Ял - пурнăç сыхлăхĕ. Хула ялсăр пурăнаймасть. Хулара пурăнакансене çĕр çинче чакаланакан ял çынни тăрантарать. Апла ун умĕнче çĕре çити пуç таймалла, ăна сума сумалла.
Николай ЧУМАКОВ.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Кив Атикасси.