Ывăлне курсан амăшĕ тăнне çухатнă
Дмитрий Маряшкин хур-кăвакала питĕ кăмăллать. Пусса çиме мар, пăхса çитĕнтерме, сăнама. Çавăнпах вĕсен кил картинче хур йышлă. Тĕрлĕ ăратли пур: Холмогор, мăкăрăлчăк сăмсалли, Тулуз... Пурте ахаль хуртан пысăкрах çитĕнекеннисем. Кил хуçи хăй те çĕнĕ ăрат, Великан, кăларнă. Хальлĕхе ун йышшисем картара алла яхăн. Унсăр пуçне кăвакал, кăркка, чăх, путене усраççĕ. Вăкăрсемпе ĕне те пур.
Картиш тулли чăх-чĕп
«Пирĕн канмалли кун çук», — шÿтлесе калаçрĕ 43-ри çемье пуçĕ. Мăшăрĕпе Наталийăпа тăватă пепкене кун çути панă, ура çине тăратаççĕ. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ аслă пĕлÿ илеççĕ, вăтамми шкулта ăс пухать, кĕçĕнни иккĕ те тултарман-ха. Дмитрий хăй виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ, вăл — пĕртен-пĕр ывăл. Икĕ аппăшĕ те çак ялтах, Муркаш районĕнчи Юнкăра, тĕпленнĕ, çемьеленнĕ. Дмитрий ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăй ÿснĕ çуртра кун кунлать, ăна пысăклатнă, çĕнетнĕ. Арçын тĕпренчĕкĕсемшĕн, уйрăмах ывăлĕсемшĕн, тĕслĕх вырăнĕнче пулма тăрăшать: спортпа туслă, эрех-сăрапа айкашмасть, пирус туртма та тахçанах пăрахнă. Кĕлеткене çирĕплетессишĕнех отжимани тума ÿркенмест, турникран туртăнать. Хĕлле-и, çулла-и — пĕрех, çывăхри вăрмана хăнăхнă йăлапа уçăлма утать. Халĕ сăлтавĕ те пур — хаски ăратĕнчи йытăсем. Вĕсем ултă çул каялла Маряшкинсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Пĕрремĕш çурана Дмитрий ятарласа Владимир облаçĕнчен туянса килнĕ. Громпа Зевса тата Джессипе Мальвинăна кашни кунах вольертан уçăлтарма илсе тухмалла. «Чĕр чунсем патне ачаранах чун туртатчĕ. Хурсене пăхма, сăнама кăмăллаттăм. Вĕсене 10 çултах уйăрса илме вĕрентĕм. Атте ирхине вăратса хăшне усрама хăвармаллине, хăшне пусма юранине ыйтатчĕ. Укçа-тенкĕ нуши хур-кăвакал ытларах усрама хистерĕ. Темиçе инкубатор пурччĕ. Чĕпсем кăлартăм. Манăн хур шутсăр нумай теме çук, чи кирли — вĕсем паха, сывлăхлă пулччăр. Çак тĕллевпе амасене — 4 çул, аçисене 7-8 çул усратăп. Пурнăçа кайăк-кĕшĕксĕр кăна мар, йытăсăр та курмастăп эпĕ. Мĕн пĕчĕкрен тăватă ураллăскере хăнăхнă, Кавказ овчаркине тĕрлĕ командăна пурнăçлама вĕрентрĕм. Ялти ватăсем тĕлĕнетчĕç. Пĕрре велосипедпа ярăннă чухне бейсболка вĕçсе ÿкрĕ те йытта илсе килме хушрăм. Хайхискер самантрах чупса килчĕ. Сак çинчи ватăсем мухтарĕç вара ăна. Хаски ăратĕнчи йытăсем кăмăлĕпе килĕшеççĕ. Вăрçсан, сасă хăпартсан, кÿрентерсен çилленмеççĕ вĕсем. Ытти йытăран ăна пĕр уйрăмлăх палăртать — хаскирен йытă шăрши кĕмест. Хăть килте диван çинче вырттăр. Пĕр хуçана хăнăхсан теприне итлемеççĕ. «Лар», «Уруна пар», «Шыва», «Тÿрĕ» командăсене ним мар пурнăçлаççĕ. Дрессировка пирки ятарлă кĕнеке вуланăччĕ, 10 хут тишкерсе тухса пĕтĕмпех ас туса юлтăм», — каласа кăтартрĕ нумай ачаллă ашшĕ. Пысăк хуçалăха тытса тăмашкăн çăмăл мар. Тăватă çул каялла ăна аталантармашкăн патшалăхран гранта тивĕçнĕ, ферма хута янă, çĕр тара илнĕ, лавкка та тытса тăраççĕ.
Вăрçă çулăмĕ витĕр
Дмитрий хăйĕн пирки «эпĕ — кĕрешÿçĕ» тет. Çамрăк чухне вăрçă темипе киносем пăхма юратнăскер Афганистана тăшмана хирĕç çапăçма кайма ĕмĕтленсе пурăннă. Унта çитмен вăл, Чечняна лекнĕ...
18 çул тултарсан кĕркунне салтак аттине тăхăннă каччă. Малтан Самар облаçĕнче вĕренÿ иртнĕ, кайран Оренбург облаçĕнчи миротворецсен дивизине илсе кайнă. «Зенитлă ракета полкĕнче 10 уйăх иртрĕ. Ун чухне шăпах Грузипе Абхази хушшинче хирĕç тăру пыратчĕ. Унта хăйсен ирĕкĕпе кайма хатĕр çынсене шырарĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Тепĕр икĕ салтак та манпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Анчах палăртнă тĕле çитеймерĕмĕр — Чечня вăрçи тухрĕ. Кăрлач уйăхĕнче çав тăрăха нумаййăн çула тухрăмăр. Сивĕ. Вертолетран уй-хире анса юлтăмăр. Пĕрремĕш кунхине чăннипе хăрушăччĕ: пĕр вĕçĕм пуля шăхăрать, гранатăсем сирпĕнеççĕ. Çире — каска, бронежилет. Тăшман пульли пурнăçа татасран кашни çеккунтра асăрханмалла. Снайперсем çук-ши тесе йĕри-тавра тимлетĕн. Шăплăх, лăпкă çывăрасси пирки мантăмăр. Землянкăра, окопра, палаткăра выртса тăраттăмăр. Шкул хыççăн водитель правине илме ĕлкĕрнĕччĕ эпĕ, çавăнпа машина шанчĕç. «Урала» тус вырăннех хутăм. Унпа виле те нумай турттарма тиврĕ... Пĕр кунхине кунĕпех «груз-200» турттартăм. Хамăрăн ротăри икĕ разведчик пуç хучĕ. Паллаканскерсем ĕмĕрлĕхех куç хупнине курма уйрăмах йывăр пулчĕ. Чун ыратрĕ. Çав тери шелччĕ вĕсене, çамрăкскерсене. Ашшĕ-амăшне тата ытларах хĕрхенеттĕм. Вĕсен тăван ывăлне цинк тупăкра кĕтсе илмелле... Çапах чăтрăм, куççуль кăлармарăм. Вăрçă психика тĕлĕшĕнчен питĕ витĕм кÿрет. Унти лару-тăрăва, йывăрлăха, кунсерен виле курма тÿсейменнисем те пулчĕç. Пĕр яша амăшĕ урăх чаçе куçарттарчĕ, тепри тарчĕ. Вĕсене ăнланма пулать, пурте çирĕп кăмăллă мар. Чечняра кăна вăрçăн чăн хăрушлăхне туйса илтĕм. Унчченхи айван шухăшсем самантрах сирĕлчĕç...» — иртнине куç умне кăларчĕ Дмитрий.
Çав тапхăра аса илме юратмасть вăл. Пысăк ыратупа асра юлнă вăхăт чĕре суранне тепĕр хут тăрмалать. Хăй тăшмана хирĕç çапăçни пирки ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пĕлтермен Дмитрий, çырура веçех йĕркеллĕ тесе шăрçаланă. Анчах вăрттăнлăх уçăмланнă. Пĕр салтакăн ашшĕ-амăшĕ ывăлĕпе тĕл пулмашкăн чаçе килнĕ. Каçа землянкăра ирттернĕ салтаксем ирхине ретпе тăнă вăхăтра вĕсене сăн ÿкерсе илнĕ. Вараланнă сăн-питпе, тумтирпе... Çак сăн ÿкерчĕке полкри пĕтĕм каччăн килне ăсатнă. Дмитрийăн килĕнче çав самантра мĕн пулса иртни пирки шухăшламалли кăна юлать. «Сирĕн ывăл чĕрĕ-сывă. Грозный хулинче служба тухать», — хыпар çитнĕ. Амăшĕ тÿрех хумханса ÿкнĕ, татăлса йĕнĕ. Телевизорпа хыпарсен кăларăмне пăхмасăр пĕр кун та иртмен, ашшĕ-амăшĕ ывăлне кăтартмĕç-ши тесе тĕмсĕлсе пăхнă. Ăна сенкер экран çинче тĕрĕс-тĕкелех курасса шаннă. Дмитрийăн тăтăшах çыру вĕçтерме май пулман, паян вĕсем — пĕр çĕрте, ыран пачах урăх вырăнта тăнă. Караулта 12-шер сехет сыхă тăма тивнĕ, тĕлĕрме, куç хупма юраман. Тăшман çавна çеç кĕтет. Телее, Дмитрийăн служба вăхăчĕ вĕçленсе пынă, виçĕ уйăхран киле ăсатнă ăна. Апла пулин те вилĕм, инкек çителĕклех курнă. «Тăшмансен ретĕнче наемниксем, пирĕн салтаксене укçашăн тĕп тума хатĕр тĕрлĕ çĕршыв çыннисем, пурччĕ. Вĕсем уйрăмах тискерлĕхпе палăратчĕç. Вĕлернипе кăна лăпланмастчĕç, асаплантарма, çыннăн чунĕ тухсан та унăн кĕлеткин пайĕсене касатчĕç, нĕрсĕрлететчĕç. Вырăнти халăхран чылай хаяртарахчĕ. Эпир пысăк çухатусемех тÿсмен, офицерсен пурнăçĕ татăлчĕ. Наемниксен йышĕнче хĕрсем те пурччĕ, снайперсем — унчченхи биатлонисткăсем. Вĕсене «шурă колготкăсем» теттĕмĕр. Пĕр ротăна Çĕрпÿ районĕнчен чăваш каччи килнĕччĕ. Контрактпа служба тухаканскер икĕ эрнерен Чечня çĕрĕпе сыв пуллашса киле таврăнас, çемье çавăрас ĕмĕтлĕччĕ. Анчах вăл наемниксен аллине çакланнă... Сывă тухайман. Тепĕр ентешĕн, Çĕмĕрле çамрăкĕн, пĕр каçрах çÿçĕ кăвакарчĕ. Караултан пĕчченех таврăннă чухне пирĕннисем пурăнакан хваттере килекенскере тĕттĕм подъездра наемник кĕтсе тăнă. Шăплăхра сасă илтнĕ командир çав кĕтеселле автоматпа шатăртаттарнă. Лешĕн аллинче çĕçĕ пулнă. Вилĕмрен пилĕк метрта çеç тăнă пирĕн командир. Тав Турра, эпир, Чечняна миротворец пек тухса кайнисем, пурте тăван киле чĕрĕ таврăнтăмăр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Тинĕс хĕрринче çурт туянасшăн
Вăрçăран Дмитрий чăн-чăн арçын пулса таврăннă. Оренбургри чаçрен тухса кайнă тусĕсенчен пĕринпе халĕ те çыхăну тытаççĕ. «Çуралнă кил алăкĕнчен кĕтĕм çеç — телевизорпа хыпарсен кăларăмне пăхакан анне алăк сассине илтсе тухрĕ, мана курчĕ те... урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Тăнне çухатрĕ. Килте пĕчченехчĕ вăл, атте ĕçреччĕ», — аса илчĕ шикленĕве сирме хăнăхнă Дмитрий.
Салтак аттине хывсан вăл пĕр вăхăт стройкăра тăрăшнă. Кăштахран çемьеленнĕ. Йыш пысăкланнă, умлăн-хыçлăн ачасем кун çути курнă. Мăшăрне Наталийăна çара кайичченех палланă Дмитрий. Унтан таврăнсан вара урăх куçпа пăхнă, хутшăнма пуçласан пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнине туйнă. Лăпкă, мирлĕ пурнăçпа пурăнма тытăннă Дмитрий малтанхи вăхăтра кашни каç тĕлĕкре вăрçă курнă. Халĕ, чылай çул иртсен те, хăш чухне Чечня, пĕрле çапăçнă тус-юлташĕ куç умне тухать. Тĕлĕкре яланах тăшмана çĕнет вăл. Харсăр кăмăллăскер — çемйишĕн чăн-чăн тĕрек. Аслă хĕрĕ кăмăлĕпе ашшĕне хывнă ахăртнех, чĕр чунсене кăмăллать. Пÿртре ăна парнеленĕ икĕ тимĕр шапа, Белка чихуахуа пурăнаççĕ. Пурин валли те вырăн пур. «42 çулта пуçласа тинĕс куртăм. Геленджикра çемьепе кантăмăр. Кану питĕ кăмăла кайрĕ: ăшă, хăтлă, çынсем тарават. Халĕ ĕмĕт пур: тивĕçлĕ канăва тухсан унта çурт туянса кăнтăр хĕвелĕпе хĕртĕнсе пурăнасчĕ», — терĕ кил хуçи сыв пуллашас умĕн. Тĕрĕсех, ĕçре çеç ырми-канми вăй хумалла мар-çке, тĕнче те курмалла. Çывăх вăхăтра çемье çĕнĕ çурт хăпартас тĕллевлĕ-ха. Пысăкраххине. Ачисем çемьеленсе ашшĕ-амăшĕн килне таврăнсан пурин валли те вырăн çиттĕр теççĕ.
Нина ЦАРЫГИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.